Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Симĕс чăрăш – Çĕнĕ çул илемĕ

Раççейре Çĕнĕ çул уявне елкăпа кĕтсе илесси I Петĕр патша вăхăтĕнче йăлана кĕнĕ. Çĕнĕ çула вăл январĕн 1-мĕшĕнчен уявлама хушнă. Патша Указĕпе Мускавра пурăнакансен Çĕнĕ çул каçĕнче вучахсем чĕртмелле, фейерверксем ямалла, çынсен пĕр-пĕрне саламламалла, çуртсене лăсăллă йывăçсемпе капăрлатмалла пулнă. Елкăсене илемлетмелли ырă йăла паян кунчченех упранса юлнă. Çапах та I Петĕр патша вилнĕ хыççăн елкăсем лартма пăрахнă. Трактир хуçисем кăна унпа хăйсен çурчĕсене илемлетнĕ, çав елкăсем трактирсенче çулталăкĕпех тăнă, йĕпписем типсе тăкăнса пĕтнĕ. “Елки-палки” теесси çавăнтан пуçланнă теме пулать.

1935 çулхи декабрь уйăхĕнче Павел Постышев парти ĕçченĕ уява çĕнĕрен тавăрнă. 1936 çулта Союзсен Çурчĕн Колоннăллă залĕнче ачасемпе çамрăксем валли елка ирттернĕ. Нумай çул иртнĕ хыççăн вăрман чиперĕ пирĕн килсене те каялла таврăннă, Çĕнĕ çул уявĕ умĕн хăйĕн ĕмĕрхи симĕс тумĕпе чăрăш пÿлĕме тутлă шăршă сарать, илемĕпе, чĕрĕлĕхĕпе савăнтарать.

Вăрман хуçалăх ĕçченĕсем елкăлăх чăрăшсем çитĕнтерсе халăх патне çитерме тăрăшаççĕ. Вĕсене Çĕнĕ çул елкисем валли ятарлă плантацисенче акса çитĕнтереççĕ. Плантацире ÿстернĕ чăрăшсем кăпăшка лăсăллă пулаççĕ. Кашни çулах уяв çитиччен маларах пасарсенче е ятарласа уйăрнă ытти вырăнсенче чăрăшсем сутаççĕ. Çынсем вĕсене хаваспах туянаççĕ, Çĕнĕ çул валли капăрлатса илемлетеççĕ.

Анчах хăш-пĕр çынсем чăрăша вăрттăн та касма хăтланаççĕ. Ун пеккисен çакна асра тытмалла: саккуна пăсса вăрттăн каснă кашни 1 метр çÿллĕш чăрăшшăн 916 тенкĕ тата ун çумне административлă майпа 3000 тенкĕ штраф тÿлеттереççĕ. Çапла вара пурĕ 3916 тенкĕ кăларса хума тивет.

Чăрăш 100 е ытларах çул ÿссен тин çитĕнсе çитет. Çавăнпа та çамрăк чăрăшсене елкăлăх ятарласа уйăрнă вырăнта кăна касма ирĕк параççĕ.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсене эпир елкăпа кĕтсе илме хăнăхнă. Енчен те елка пулаймасан та, çапах та чăрăш турачĕсем пулмаллах. Чăрăш шăрши пÿрте тутлă шăршă сарнисĕр пуçне, ырă витĕм, савăнăç, вăй-хал кÿрет.

Елкăлăх чăрăш суйласа илнĕ чухне çаксене асра тытăр:

–чăрăш турачĕсем çирĕп пулни лайăх;

–чăрăшăн туни хулăн пулмалла, турачĕсем çинчи пекех йĕпписемпе витĕнсе тăмалла;

–тĕттĕм симĕс тĕс, çирĕп туратсем, чикекен йĕпписем елкăлăх туяннă чăрăш лайăх пулнине çирĕплетеççĕ.

Çĕнĕ çул елки нумай вăхăт тĕрĕс-тĕкел упрантăр тесен, ăна нÿрлĕ хăйăр тултарнă савăта вырнаçтарăр.

 



"Ял ĕçченĕ"
13 декабря 2011
00:00
Поделиться