Çĕнĕ çул саламĕ
Çĕнĕ çул çывхарать, Çĕнĕ çул!
Тепĕр çул тăрса юлчĕ хыçа.
Иртсе кайнă çула алă сул.
Аçтаха çулĕ, кил, пул хуçа.
Пул хуçа, анчах пит ан алхас,
Пурнăçа ан аркат чăл та пар.
Пул маттур та хăюллă, хавас,
Ыр курса пурăнма хăват пар.
Мĕн сунам, мĕн пиллем туссене?
Ăнăçу, çитĕнÿ, юрату.
Пултăр вăй çавăрма тусене,
Çынсене яланах ырă ту.
Ырри вăл ырăпах таврăнать,
Пурнăçа малалла ăнтарать.
Ырă ĕç телее çаврăнать,
Хуйхипе суйхине мантарать.
Тулăх пултăр уяв кĕреки,
Савăк пултăр ватти те вĕтти.
Тулли пултăр телей сĕреки
Çирĕп пултăр кил-çурт çи витти.
Çĕнĕ çул ячĕпе, ĕçтешсем!
Çĕнĕ çул ячĕпе, пĕлĕшсем!
Çĕнĕ çул ячĕпе, тус-йышсем!
Çĕнĕ çул ячĕпе, ял-йышсем!
"Ял ĕçченĕ"