Ĕç тупăнсах тăрать
Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа тачă çыхăну тытать Тĕмер шкулĕ. Çуллахи каникул вăхăтĕнче те, хĕл кунĕсенче те ĕç тупăнсах тăрать çамрăксем валли. Декабрьте 17 çамрăк, 9–10 классенче вĕренекенсем, ĕç паракансен сĕнĕвне хапăл тусах йышăнчĕç. Вăтаяль, Кармал, Тĕмер ялĕнчи палăксем умне юртан тасатсах тăчĕç. Ватăсем те юр хырса, шыв кÿрсе панăшăн кăмăллăн тав тăваççĕ шкул ачисене.
Сăн ÿкерчĕкре: ватăсене юр хырса пулăшаççĕ.
"Ял ĕçченĕ"