Енĕш Нăрвашри пушар инкекĕ
Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш вунăкунлăхĕнче пушарсен хисепĕ тата вĕсенче çынсем вилесси çуллен тенĕ пекех ÿснĕ пирки хаçатра çырса кăтартнăччĕ ĕнтĕ, асăрхануллă пулма ыйтнăччĕ. Çапах та пирĕн районта уяв вăхăчĕ инкексĕр иртсе каймарĕ. Акă, январĕн 6-мĕшĕнче çур çĕр иртни 40 минутра районти пушар чаçне Енĕш Нăрваш ялĕнчи Мирная урамра пурăнакан çурт çунма пуçлани çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн пушара хирĕç кĕрешекенсем çийĕнчех çула тухнă. Вĕсем вырăна çитнĕ çĕре пурăнакан йывăç çурта пĕтĕмпех çулăм ярса илнĕ. Тăвайран тата Тăрмăшран пушар машинисем хутшăннă пушара сÿнтерме. Çапах та сÿнтернĕ çĕре вут-çулăм пурăнмалли çурта юрăхсăра кăларма ĕлкĕрнĕ, шалта вара çунса вилнĕ кил хуçине асăрханă. Юрать-ха, кил хуçи арăмĕ икĕ ачипе килте пулман. Тата пысăкрах инкек пулма пултарнă. Сăлтавне тĕпчеççĕ, анчах та ÿсĕрле пирус туртнă пирки пушар пулнă пулĕ тесе шутлаççĕ.
Çавăнпа та тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет. Пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çынсем хăйсене те, кÿршисене те пушар хăрушлăхĕнчен шанчăк кÿреççĕ.
"Ял ĕçченĕ"