Ачана килтисем ăнланмаççĕ пулсан
Ачана воспитани парасси – çитĕннисен кулленхи тивĕçĕ, уйрăмах ашшĕ-амăшĕн. Ÿснĕçем ачана тимлĕх те ытларах уйăрма тивет.
Ахальтен каламан халăхра: “Пĕчĕк чух – пĕчĕк хуйхă, пысăк чух – пысăк хуйхă” "паллах, ача ÿстерни савăнăç та, анчах ăна куçран вĕçертсен, тĕрĕс воспитани параймасан, вăл кайран нумай нушалантарма пултарасса картса каланă ĕнтĕ ваттисем". Пĕчĕк чух ачапа савăк пулни, ăна юратни те çителĕклĕ пек. 14–15 çулхи, “пурнăçра хăй вырăнне тупма” хăтланакан ачана вара ăнланни кирлĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ ачан проблемисем çинчен илтесшĕн те мар пулсан, ăна ăнланасшăн пулмасан, вăл хăйне ăнланма пултаракансене урамра шырать, ытларах чух хăй пек “телейсĕррисене” тупать. Унтанах сигарет туртасси, сăра-эрех, наркотиксем тутанасси пуçланать. Çапла урамра пĕрешкелрех шухăшлакан ушкăн чăмăртанать. Вĕсен хушшинче лидер тупăнатех. Вăл çулпа аслăрах та пулма пултарать. Ушкăн пуçĕ ачасене мĕнле пурăнмаллине, çăмăл майпа укçа мĕнле тупмаллине ăнлантарса парать, вĕсене преступлени çулĕ çине тăма пулăшать.
14–16 çулхи ачасем преступленилле ĕçсене ытларах каç пулсан е çĕрлехи вăхăтра тăваççĕ. Ачисен пурнăçĕпе кăсăкланман ашшĕ-амăшĕ, пурте йĕркеллех пулма кирлĕ тесе шутлаканскер, ачисем вăхăта мĕнле ирттернине пĕлмест. Кайран кăна, ача айăпа кĕрсе çул çитмен çамрăксемпе тата вĕсен прависемпе интересĕсене хÿтĕлекен комисси ларăвне лексен, пĕççисене шарт çапаççĕ. Анчах воспитани пама каярах та юлма пулать. “Ачана сакка урлă выртнă чухне воспитани памалла, сакка тăрхалла выртакан пулсан мар”, тенĕ халăхра. Ку çав тери тĕрĕс сăмахсем. Çапах та çынна ĕмрипех ырра вĕрентмелле, çакна çитĕннисен хăйсен те ĕмрипе туса пымалла.
2009 çулта Чăваш Республикин 43-мĕш номерлĕ Законĕ тухрĕ. Унпа килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксен 22 сехет хыççăн çитĕннисемсĕр обществăлла вырăнсенче пулма, урама тухма юрамасть "24.1 статьян 1-мĕш пайĕ". Анчах çак йĕркене тăтăш пăсаççĕ. Иртнĕ çул кăна асăннă Закона пăхăнманшăн районта ашшĕ-амăшĕ тĕлĕшпе 27 административлă протокол çырнă "умĕнхи çул – 24". Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çакнашкал асăрхаттару хыççăн та тивĕçлĕ пĕтĕмлетÿсем тумасть, ачи çав-çавах урама тухать. Паллах, килте ачана ăнланмасан, унпа чуна уçса калаçмасан, вăл хăйпе пĕр шухăшлисене айккинче шырать.
Социаллă хăрушлăх кăларса тăратакан çемьесене тупса палăртас ĕçре пире медицина работникĕсем, педагогсемпе воспитательсем, шкулсем пулăшма пултараççĕ. Иртнĕ çул ачисене воспитани памалли тивĕçе кирлĕ пек пурнăçласа пыманшăн 46 ашшĕ-амăшне административлă йĕркепе явап тыттарнă (2010 ç. – 48). Ăнăçсăр çемьесемшĕн пăшăрханакан, вĕсене çăлса хăварас шухăшлă çынсем пуррипе ĕнтĕ çул çитмен ачасене кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те пулăшма май килет. Эпир çавăн пек çемьесенче ытларах пулма, вĕсемпе калаçусем ирттерме тăрăшатпăр, çак ĕçе психологсене те явăçтаратпăр. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти çул çитменнисемпе ĕçлекен инспекци учетĕнче 23 социаллă ăнăçсăр çемье тăнă. Çак цифрăра ашшĕ-амăшĕ ĕçкĕпе иртĕхнине, çемьери килпетсĕр пурнăç йĕркине кăна мар курмалла, пирваях çавăн пек çемьесенчи ачасен малаллахи кун-çулĕ мĕнле пулассишĕн пăшăрханни, чан çапни кирлĕ.
"Ял ĕçченĕ"