Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чăн-чăн çуркуннене кĕтсе

 

Календарьпе тата йăлана кĕнĕ тăрăх та пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ çуркунне пуçламăшĕ шутланать. Çавăнпах-и, çак куна темĕнле ыррăн кĕтетĕн: нарăс (февраль) уйăхĕнчи сивĕсем хыççăн пуш уйăхĕ ăшăпа савăнтарма тытăнассăн туйăнать. Çапах та пурин те хăйĕн вăхăчĕ. Çитменнине, пирĕн тăрăхра çурхи ăшăсем ытларах чухне пуш уйăхĕн вĕçĕнче е апрель пуçламăшĕнче пулаççĕ. Астăватăр пулĕ Константин Ивановăн “Нарспи” поэминчи йĕркесене...
Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса...
Çавăн пек пирĕн тăрăхри çанталăк: календарлă çуркунне чăн-чăн çуркуннепе пĕр вăхăтра килмест. Акă çурхи пĕрремĕш уйăхăн иккĕмĕш вунăкунлăхĕн пуçламăшĕнче те çĕрлесенче сивĕ 25–26 градуса çитет. Пас тытнă йывăçсем ир кÿлĕм юмахри пек хитре те кăтра, кăпăшка курăнаççĕ. Кăнтăрласенче кăна хĕвел ăшшипе çулсем çинче тата хуралтăсем тăррисенче ирĕлтерет, хуралтăсен, пÿртсен çивиттисенчен тумла пăрĕсем çакăнса тăраççĕ. Эпир, тĕрĕссипе, хĕле ăсатрăмăр ĕнтĕ, çăварнине уявласа ирттертĕмĕр, унăн “карчăккине” çунтарса ятăмăр пулсан та, сивĕсем иртсе кайрĕç теме çук-ха: юр та, юхан шывсенчи пăр та хăйĕн вырăнĕнчех. Унсăр пуçне юр çĕнĕрен те çусах тăрать, вырăн-вырăнпа çулсене самаях шăлса лартать. Çавăнпа çÿхе тăхăнма та васкамалла мар – çурхи çанталăк ултавлă.
Синоптиксем пĕлтернĕ тăрăх, юр пирĕн тăрăхра тивĕçлĕ вăхăтрах кайса пĕтмелле. Апла пулсан çанталăк паян-ыранах лайăххăн ăшăтса ярасса кĕтмелли çук пулĕ. Ăшăтнă çĕртен сивĕтсе пăрахни те пулать. Нумай чухне хĕл çуркуннене тăруках туслăн парăнасшăн мар.
Çуркунне çитнине ÿсен-тăранпа чĕр чунсем те систерĕç. Йывăçсен вуллисем çуталса улшăнĕç, хăшĕсем кăчкăсем кăларĕç тата ытти те. Кăвакарчăнсем кăлтăртатма, кĕвиклетме, çерçисем ачашшăн чĕвĕлтетме тытăнĕç. Майĕпенех çуркунне хыпарçисем – хура кураксем вĕçсе килĕç. Анчах вĕсем килсен те сивĕтнĕ тĕслĕхсем пĕрре çеç мар пулнă.
Çуркунне – кăткăс пулăм. Вăл ыран е тепĕр кун, е эрнерен килет тесе малтанах никам та тĕп-тĕрĕс калаймĕ. Вăл вăраххăн та, хĕвел сар çу пек шăранса тăрса та, пĕлĕтлĕ-мĕнлĕрех те килме пултарать вăхăт çитсен. Çапах та сывлăш ăшăнса пынăçемĕн çуркунне кăçал пуш уйăхĕн вĕçĕнче (юлашки вунăкунлăхĕнче) е апрель пуçламăшĕнче килессе кĕтеççĕ. Ку вăхăт тĕлне, тен, тăрисемпе шăнкăрчсем те ăшă енчен килсе çитĕç, хăйсен савăк та уçă юррисемпе савăнтарма тытăнĕç.


 



"Ял ĕçченĕ"
13 марта 2012
00:00
Поделиться