Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Хĕл Çуркуннене çул пачĕ

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче ăсатрĕç хĕле кăçал тăвайсем. Икĕ уява пĕрлештерсе паллă туни çынсен хавхаланăвне татах ÿстерчĕ.
Тăвайри культурăпа кану центрĕ умĕнчи лапамра шăплăх эрне маларах хускалчĕ пуль. Историллĕ пулăмсен çулталăкĕ пулнине сăнлама тăрăшрĕç районти художниксем юртан тĕрлĕ кĕлеткесем туса. В.Стифоновпа (Тăвай) Л.Сичуркина (Тенеяль) пултарулăхне чылайăн курса савăнчĕç.
Палăртнă кун 11 сехет тĕлнелле культурăпа кану центрĕн лапамĕ хулари пасарти пек халăхпа тулчĕ. Çынсем хушшинче упа, кашкăр, мулкач тата ытти чĕр чунсен сăнарĕсем те пулчĕç кăçал. Вĕсем çынсене ăшаланă пăрçа сĕнеççĕ, районти ял тата кил хуçалăхĕсенче тухăç лайăх пултăр тесе ырă сунаççĕ ĕнтĕ.
Уяв мыскараçисем (Э.Иванова, Н.Иванова, В.Иванов, В.Абржина) çынсене сцена умне пыма “йыхравлаççĕ”. “Савăнăçпа кулă пирĕн – чи чапли!” – теççĕ вĕсем. Сценăна хальхинче хăмасенчен çапса хăпартнă. “Уяв ячĕпе!” – тесе аякранах курăнмалла çырнă. Уяв хуçи (Р.Маркова) Хĕлпе Çуркуннене хирĕçтерсе ярасшăн пулчĕ. Ĕлĕкхи йăлана пăхăнса Çăварни карчăккине, тĕрлĕ чир-чĕр кайтăр тесе, çунтарнă хыççăн Хĕл (В.Александрова) Çуркуннене (О.Соловьева) çул пачĕ, çитес çулччен сывпуллашса кайрĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев улăхрĕ кĕçех сцена çине.
“Районти хаклă аннесем, асаннесемпе кукамайсем, аппасемпе йăмăксем, юратнă мăшăрсем – эсир пурнăç никĕсĕ. Сирĕн çинче пурнăç тытăнса тăрать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе, Хĕле тата Çăварнине ăсатнă ятпа пурне те ăшшăн саламлатăп. Яланах çепĕç те ĕçчен, ответлă та хавхалануллă, ырă кăмăллă, ăшпиллĕ пулнăшăн тав тăватăп. Вăрăм ĕмĕрлĕ, çирĕп сывлăхлă, телейлĕ пулма сунатăп пурне те”, – терĕ Юрий Егорович.
Унтан вăйă-кулă пуçланчĕ. Районти пултарулăх коллективĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. Шупашкартан тата С.Кувшинов юрăçпа пĕрле ытти эстрада çăлтăрĕсем те килнĕ. Вĕсем юрланă чухне сцена умне тухса ташша çаптаракансем те чылайăн пулчĕç.
Мĕнле кăна вăйă пулмарĕ-ши тата! Ял тăрăхĕсем маттур пулчĕç ку енĕпе. Çак йĕркесене çыракан та выляса курчĕ хăшĕ-пĕрисенче. Енĕшнăрвашсем куçа тутăрпа çыхсан, ухватпа тулли чукуна çĕклеттерчĕç, тăкмасăр йăтсан пĕлĕм çитерчĕç. Тушкилсем вăлта çиппи вĕçне çыхнă çаврашкана сăра, пылак шыв, эрех тулли кĕленчисене кĕртмелле тупăштарчĕç, тĕмерсен тулли витресене кĕвентепе йăтса пĕрене тăрăх утмалла пулчĕ. Вĕрен те туртрăмăр, лотерея билечĕ те выляттартăмăр. Пурне те асăнса та пĕтереймĕн чăнах. Ал вăйне виçессипе, кире пуканĕ çĕклессипе, шашка-шахматла, волейболла, хоккейла выляса, йĕлтĕрпе чупса тупăшрĕç маттуррисем.
Мĕнле уяв вăл суту-илÿсĕр. «Тăвайри кооператив» потребобщество вĕри чей, тĕрлĕ торт, çăкăрпа булка изделийĕсем, шашлăк тата ытти тавар сĕнчĕ. Уйрăм предпринимательсем те çынсен кăмăл-туйăмне çĕклеме тăрăшрĕç.
Ачасем çÿллĕ тăвайккинчен, шарсемпе, лентăсемпе илемлетнĕ лавсем çине ларса ярăнчĕç.
Çанталăкĕ те пулăшрĕ кăçал пире уява лайăх ирттерме. Кăштах сивĕ пулчĕ пулин те, хушăран тÿпере сарă хĕвелĕ те курăнкаларĕ.
Каçченех хаваслă вăйă-кулă сасси саланчĕ таврана асăннă кун. Пĕрлехи савăнăçлă уяв кашни çынна пысăк хавхалану кÿчĕ ĕнтĕ.


"Ял ĕçченĕ"
13 марта 2012
00:00
Поделиться