Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Эпир вăрçă ачисемччĕ

Фашистла Германие парăнтарнăранпа 67 çул çитет. Анчах вăрçă çулĕсем çаплах манăçмаççĕ. Эпĕ те кăçал 80 çул тултаратăп. Вăрçă тухнă çул эпĕ 9-та кăна пулнă. Манăн атте те, анне те пурччĕ. Çемьере 5 ачаччĕ. Эпир телейлĕччĕ, анчах вăрçă тухрĕ те, аттене вăрçа илсе кайрĕç. Анне 5 ачапа тăрса юлчĕ. Пурнăç çав тери йывăрланчĕ. “Ах, мĕнле ÿстермелле-ши сире пĕччен?“ – тетчĕ анне.

1942 çулта аттен вилнĕ хучĕ килчĕ. Тĕнче ишĕлсе анчĕ пирĕншĕн. Атте вăхăтсăр пурнăçран уйрăлни чăтмалла мар йывăр хуйхă пулчĕ. Анне час-часах йĕрекен пулчĕ. Чи çывăх çыннăн куççулĕсенчен йывăрри ачасемшĕн çук пулĕ. Анне сăнĕ хăвăрт тĕксĕмленчĕ. 5 ачине ÿстерес тесе, пур пек вăйне пухса, малалла талпăнчĕ, тăрăшрĕ пирĕншĕн. Йывăр пурнăçа çĕнеймерĕ, чире кайрĕ. Инкек çине синкек тенĕ пек, 1943 çулта анне те ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупрĕ. 5 ача хăр тăлăха тăрса юлтăмăр. Кама кирлĕ эпир? Кам пăхĕ пире? Кашнин хăйĕн пурнăçĕ. Кам айăплă эпир тăлăха юлнăшăн? Хамăр тĕллĕн, хамăр пĕлнĕ пек, пĕр-пĕрне пулăшса, пурăнма пуçларăмăр. Пирĕншĕн чи йывăр, нушаллă пурнăç пуçланчĕ. Тумтир çĕтĕк, пÿрт сивĕ, çимелли çук. Талăкĕпе çименни те пайтах пулнă. Уя крахмал пуçтарма каяттăмăр. Çурхи хĕвел кăшт хăпарсанах ана çинче путма пуçлатчĕ. Пĕр-пĕрне турта-турта кăлараттăмăр. Урара вара – çĕтĕк нускипе çĕтĕк çăпата. Çĕннине хуçса пама атте çук. Пылчăклă, йĕпе урапа таврăнаттăмăр, улăштармалли те çук. Типĕтме те май çукчĕ, кăмаки хăвăрт сивĕнетчĕ, ăшă тăмаллăх хутма вутти те хĕрĕпчĕ. Çунашкапа вăрмантан хăрнă шĕшкĕ çапĕсене турттараттăмăр. Ун чухне вăрмана та хытă сыхланă. Пĕррехинче лесникĕ çунана пуртăпа касса вакларĕ. Кайран вара кантрапа çыхса сĕтĕрсе килме пуçларăмăр вут-шанкăна, хутмасăр пурăнаймастăн-çке. Вăл вăхăтра харпăр хăй лартса ÿстернĕ йывăçа та касса çунтарма юраман. Вĕсене шкулсемпе кантурсене, ытти учрежденисене хутма илсе кайнă. Ялта урамсем, çырмасем çаралса юлнăччĕ, тавралăх йывăçсăрччĕ.

Пуринчен йывăрри – хырăм выççиччĕ. Çимелли курăк та юлманччĕ. Таçта та çитеттĕмĕр курăк шыраса. Ăна ун чухне пурте çинĕ. Чĕкĕнтĕр çулçинчен икерчĕ пĕçереттĕмĕр. Колхозăн ĕнисем, лашисем чирлĕччĕ. Лашасем кĕçĕллĕччĕ, вăйсăр, çакса тăрататчĕç вĕсене. Чылайăшĕ вилетчĕç. Вилсен, какайне вакласа илсе кайса пĕтеретчĕç, анчах пире каллех лекмен вăл. 6–7 çултанах колхоз ĕçне çÿренĕ ун чухне. Килте ларакан пулман, ларман та. Ĕçшĕн никама та тÿлемен. “Пĕтĕмпех – салтаксем валли, – тесе ăнлантарнă. –Хамăр çĕр-шыва сыхласа хăварма”.

Çавна шута илсе пурлă-çуклă вăйпа тĕрмешнĕ, тĕплĕ, нумайрах ĕç тăвас тесе тăрăшаттăмăр. Шкулта та çавнах ăнлантаратчĕç. Табак хутаççисем, нуски-алсишсем илсе килме хушатчĕç. Хамăр çĕтĕк нускисемпе пулсан та илсе каяттăмăр салтаксене ярса пама. Кивĕ япаларан табак хутаççисем çĕлеттĕмĕр. Хамăр вара салтаксене пулăшма пултарнăшăн савăнаттăмăр. Вĕсем çĕнтерессе шанаттăмăр, кĕтеттĕмĕр, ĕмĕтленеттĕмĕр.

Пĕр çулхине çĕр улми çĕрсе кайнă пирки питĕ йывăр пулчĕ. Хырăм выççипе ăш-чик туртатчĕ. Çиес килетчĕ. Шанăç курăкра анчахчĕ. Урăх сортлă çĕр улми лартнисем ун чухне пурнăçне çăмăллатрĕç те пуль. Пурте вĕсем патне тархаслама каятчĕç. Çуккисене вăрлăх панă. Çапла ял халăхĕ çĕр улмиллĕ пулса кайнă. Унтан çĕр улми хырса çăкăр та пĕçерме вĕрентĕмĕр, анчах унта пĕрех çăнăхне те кăштах хутăштармаллаччĕ. Çăнăхĕ вара пĕр ывăç та пулман.

Вăрçă вăхăтĕнче халăх пĕр-пĕринпе нихçанхинчен туслă пурăннă. Чи хисеплĕ, кĕтекен çын почтальон пулнă. Çĕнĕ хыпарсене ун урлă пĕлсе тăнă. Çырусене кÿршипе ларса вуланă. Пĕрин савăнăçĕ теприншĕн те пулнă. Хуйăхĕ те çаплах. Кам та пулин киле аманса таврăнсан та сĕтел хатĕрленĕ. Кучченеç илсе кайнă кÿрше, вăрçă хыпарĕсене итленĕ унран.

Вăл вăхăтра çитменни нумай пулнă. Электроэнерги çути мĕнле пулнине ун чухне пĕлмен те. Краççын ламписене çутса пурăннă. Ăна трубисĕрех çунтарнă. Мăчи куç, тенĕ ăна. Чĕртме шăрпăк та çукчĕ. Камăн мăрйинчен тĕтĕм тухать, çавăнта кăвар илме кайнă. Тăвар та хĕрĕпрех пулнă. Пĕр-пĕрин патне ларма çÿренĕ. Выçăллă-тутăллă, çĕтĕк, вут-шанкăсăр асапланнисĕр пуçне пыйтă, хăнкăла, таракан тертлентернĕ. Пÿртрех шăрчăксем чĕриклетнĕ. Вĕсене пĕтермелли им-çам та пулман. Хĕлле пÿртри таракансене шăнтма тесе кÿрше кайса пурăнаттăмăр темиçе кунлăха, анчах хамăр çи-пуçпа, ытти япаласемпе пĕрле çыпăçса килсе тараканĕсем тепĕр хут ĕрчеме пуçлатчĕç.

Чир нумайччĕ. Кĕсен, çăпан, кĕçĕ, трахома аптратнă çынсене. Мунчи килĕрен пулман, 3–4 çемье пĕрле хутнă. Пурте пĕр çĕрте ларса кĕнĕ (çăвăннă). Пĕрисем тухсан, теприсем кайнă. Хĕрарăмсем вăрăм çÿçĕсене пĕр-пĕринчен илнĕ турапа тураса, пыйтисене пуçтарса тура çинче çатлаттарса вĕлерсе ларатчĕç. Хывăннă тумтирсене те пĕрлех хунă. Пыйтă ертмесĕр тухăп, тесе шухăшламан. Киле килсен вĕсене пуçтарса ларнă. Кĕпе-йĕм тата пуç пыйтисем пулнă. Супăнь пулман пирки пуçа та сĕлтĕпе (кĕл вĕретсе тунă) çунă, кĕпе-йĕме те. Çын çинче пыйтă курăнни намăс пулман. Мĕншĕн тесен вăл кашни килтех пулнă. Чеччепе, хĕрлĕ шатрапа чирленĕ ачасем. Тĕрлĕ чир-чĕре пула нумай вилнĕ. Медицина вăйсăр пулнă. Çакна эпир ялта пурте пĕрле тÿснĕ. Пире тăлăхсене йывăртарах та пулнă пулĕ.

Тупăка çенĕх урайĕн хăмисенчен тунăччĕ аннене пытарма. Ах, сивĕччĕ-çке хĕлĕсем тата! Хуткаласа тăратпăр пулсан та, икĕ хут кантăк тем тачкăш пăрпа шăнса ларатчĕ. Вут хутсан, пÿрт ăшăнма пуçласан, пăрĕ ирĕлсе юхма пуçлатчĕ.

“Вăрçă чарăннă, эпир çĕнтернĕ!” – тени яла çиçĕм пек хăвăрт сарăлчĕ. Эпир çак ырă хыпара шкула кайнă чухне ирхине илтрĕмĕр. Хăшĕсем савăнса йĕреççĕ, теприсем хурланаççĕ. Чĕрĕ юлнисем халь-халь килсе кĕрессе кĕтсе пурăнатчĕç тăванĕсене. Вăхăт иртнĕ май вăрçăран таврăнма пуçларĕç. Çакăн чухне пĕр-пĕрне ыталаса илсе чунтан татăлса йĕреттĕмĕр. “Волгоградра пуçне хунă”, – тесе çырнă аттен хучĕ выртатчĕ сĕтел çинче. Хăйне вара ĕмĕрне те курас çук ĕнтĕ эпир. Унăн вил тăпри çине те ларса йĕрес çук. Çук! Пирĕн атте çук. Чĕрĕ килнисен çак вăхăтра – уяв. Вĕсем сĕтел хатĕрлеççĕ, тăванĕсене пуçтараççĕ, савăнаççĕ.

Вăрçă чарăннипе пирĕн нуша пĕтмен-ха. Çаплипех çĕтĕк çÿретпĕр, сивĕ пÿрт, выçăллă-тутăллă хамăр. Пурнăçа майлаштарма малтан колхозсене ура çине тăратмалла, аталантарса ямалла, техники çук. Алăпа ĕçлемелле. Çуллахи вăхăтра ачасем те ĕçе тухма пуçланă. Çум çумланă. Ун чухне тырă анисене те алăпа çумласа тасатнă. Çум курăка гербицид сапса пĕтерме чылай кайран пуçланă. Тырă та вырнă эпир. Алăсене кастарса пĕтереттĕмĕр çурлапа. Хĕвелĕ хĕртетчĕ. Апат вăхăчĕ çитессе кĕтетпĕр. Ун чухне пурте лараççĕ. Эпир те кăштах пилĕке кантарса илеттĕмĕр. Çумăр çуса иртнишĕн савăнаттăмăр. Типсе çитиччен киле те кĕреттĕмĕр-çке.

Вăхăт шунă май колхоз ĕç кунĕ тăрăх кăштах тырă та валеçме пуçларĕ. Укçи çаплах пулман-ха. Ăна питĕ йывăр майпа тупмалла пулнă.

Патшалăха çĕклемелли майсем шухăшласа кăларчĕç каярахпа. Каллех – халăхран. 40 килограмм какай памаллаччĕ, 100 çăмарта, çăмĕ. Параймарăн пулсан, милиципе килсе юлашки сурăха е качакана çавăтса тухса каятчĕç. Заем тени те чуна çимеллипех çинĕ-çке. 3–4-ăн кĕрсе тăраççĕ те, ыйтса та тăмаççĕ. Сĕтел çине хурса параççĕ те алă пустараççĕ. Хăйсем тата савăнăçлă. Ирĕккĕн çырăнмалли япалана пире çăвар уçма памасăрах тыттарса хăваратчĕç. Вĕсем ахаль колхозниксем мар, пирĕншĕн вĕсем служащисем пулнă, шалуллă çынсем. Эпир вара вĕсем тухса кайсан выртса йĕреттĕмĕр. Мĕнле тÿлесе татмалла çак укçана, мĕнле майлашăнмалла. Ку çеç-и-ха? 18 çул тултарсан хĕр упраçăн ачаллă пулмалла. Çук пулсан, 150 тенкĕ налук тÿлемелле. “Бездетность”, – тенĕ ăна.

Чыслă пурăннă хĕрсем ун чухне. Ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшса ĕçлерĕм. Вăрра кайман, эрех ĕçме вĕренмен, ял çинче ята яман. 5 ачаран çĕр çинче пĕр эпĕ анчах юлтăм. Çирĕпреххи пултăм-ши( Пĕчĕккине сыхласа хăвараймарăмăр. Вăрçă çулĕсенчех вилчĕ. Тепĕр иккĕшĕ – чирлĕскерсем, вăрçă хыççăн 4–5 çултан куçĕсене ĕмĕрлĕхе хупрĕç. Иккĕн пурăнкаларăмăр. Ватта юлни эпĕ çеç ĕнтĕ.

Мĕншĕн çырма шутларăм-ха çак çырăва? Чун ыратнипе, хурланнипе. Шухăша каятăп та тĕлĕнетĕп. Патшалăх умĕнче мĕншĕн çакăн чухлĕ нуша куртăмăр эпир? Çак вăрçа эпир те тÿсрĕмĕр-çке? 80-на çитрĕм. Кĕтсе пурăнтăм хăçан та пулин пирĕн çинчен аса илĕç-ха, тесе. Халĕ ĕнтĕ шанăçа та çухатрăм. Патшалăхăн пирĕн пекки темĕн чухлех ĕнтĕ. Хаçат вулатăп, телевизор куратăп. Ку паянхи пурнăçран та курăнать. Вăрçă чарăнни 65 çул çитнĕ тĕле закон кăларчĕç. Вăрçă ветеранĕсене, тăлăха юлнă мăшăрĕсене хваттерсем памалла тунă. Эпĕ пĕрре те хирĕçлеместĕп çакна. Чăн-чăн вăрçă ветеранĕ умĕнче пуçа таятăп. Хăçан та пулин вăрçă ачисем патне те çак хисеп çитет пулĕ-ха?

Çапла. Вĕсене чысларĕç. Манăн атте Волгограда сыхласа хăварас тесе пуçне хунă. Анне куляннипе чире кайса вилнĕ. Пĕр-пĕриншĕн эпир, 5 ача, ашшĕ те, амăшĕ те пултăмăр. Патшалăхшăн чуна парса ĕçлерĕмĕр. Вăрçăн тĕп тăшманне çĕнтерме пулăшрăмăр. Кайран та патшалăха çĕклес тесе тар юхтарса ĕçлерĕм. Мĕншĕн çакна патшалăх асăрхамарĕ-ши? Вăрçă участникĕсем анчах мар, эпир те, вăрçă ачисем, вилсе пĕтетпĕр.

Кĕçех Аслă çĕнтерÿ кунне уявлĕç. Каллех урам тăрăх орден-медальсене шăнкăртаттарса ватă салтаксем иртĕç. Манăн аттен вилнĕ хучĕсĕр пуçне нимĕн те çук. Мĕншĕн ăна ачисене ярса паман-ши? Мĕншĕн вăл пĕр тимĕр татăкне те тивĕçеймен-ши? Çакă та чуна ыраттарать.



"Ял ĕçченĕ"
02 мая 2012
00:00
Поделиться