Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Асăмрах учитель-фронтовиксем

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве 67-мĕш хут паллă тăватпăр. Çулсем иртнĕ май ветерансен йышĕ чаксах пырать. Акă Енĕш Нăрваш ялĕнче халĕ Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем тăваттăн кăна пурăнаççĕ: Василий Иванович Иванов, Василий Данилович Данилов, Аркадий Порфирьевич Иванов тата Архип Федотович Федотов. Вĕсем çинчен ялти музейре тивĕçлĕ материалсем вуласа пĕлме пулать.

Аса илетĕн те иртнĕ ĕмĕрхи аллăмĕш, утмăлмĕш, çитмĕлмĕш çулсене е каярахпа та шкулсенче чылай учитель-фронтовик ĕçлетчĕ. Çав вăхăтра ялти шкулта вĕреннĕ аслăрах ÿсĕмри çынсем хăйсен учителĕсене ырăпа кăна аса илеççĕ. Акă çав вĕрентекенсем: Гурий Миронович Миронов (”Мускава хÿтĕленĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕн-тернĕшĕн” медальсене тивĕç пулнă), Дмитрий Самуилович Самуилов (”Хăюлăхшăн”, “Сталинграда хÿтĕленĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем), Сергей Петрович Майраслов (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Кенигсберга илнĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн”, “Японие çĕнтернĕшĕн” медальсем), Александр Алексеевич Зайцев (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “Мускава хÿтĕленĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕн-тернĕшĕн” медальсем), Алексей Дмитриевич Ванерке (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем), вăрçă çулĕсенче Енĕш Нăрваш ялĕнчи чи нумай орден илнĕ Петр Никонорович Никоноров (”Хĕрлĕ Çăлтăр”, “I–II степень Отечествăлла вăрçă” орденсем, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕн-тернĕшĕн” медальсем), Иван Кузьмич Кузьмин (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “Хăюлăхшăн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем), Вячеслав Иринархович Ломоносов (”II степень Отечествăлла вăрçă” орден, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль), Иван Николаевич Николаев (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “Ленинграда хÿтĕленĕшĕн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем), Иван Иванович Иванов (”Хăюлăхшăн”, “Çапăçури паллă ĕçсемшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медальсем), Георгий Васильевич Васильев (“1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕн-тернĕшĕн” медаль), Петр Иванович Евдокимов (“1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль), Елизавета Егоровна Егорова (”Хăюлăхшăн”, “Варшавăна ирĕке кăларнăшăн”, “Берлина илнĕшĕн”, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕн-тернĕшĕн” медальсем), Матрена Михайловна Серова (Буинцева) (“1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль), Ираида Тимофеевна Никифорова (“1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль), Григорий Данилович Данилов (”Хĕрлĕ Çăлтăр” орден, “1941–1945 çулсенчи Аслă Отечествăлла вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн” медаль), Иван Павлович Павлов, Ефим Дмитриевич Дмитриев...

Вăрçă çулĕсем хыççăнхи тапхăрта шкулта çавăн пекех вăрçă участникĕсем В.Н.Петров, А.М.Моисеев завхоз, Т.К.Кузьмин хуралçă, А.Ф.Федотов рабочи пулса ĕçленĕ.

Çавăн пекех вăрçă умĕнхи тата вăрçă çулĕн пирвайхи кунĕсенче Енĕш Нăрвашри вăтам шкулта ĕçленĕ, кайран хамăр Тăван çĕр-шыв ирĕклĕхĕшĕн, телейлĕ пурнăçĕшĕн вăрçă хирĕнчи тĕрлĕ çапăçусенче паттăрсен вилĕмĕпе пуçĕсене хунă вĕрентекенсен ячĕсене те аса илмесĕр тăма май çук. Вĕсем – Н.Л.Юшунев, П.Г. Авинов, А.К.Капитонов, В. А.Андреев, А.Н.Никифоров (Самуилов).

Вăрçă умĕнчи çулсенче тата хаяр вăрçă çулĕсенче Нăрваш шкулĕнче чылай учитель-фронтовик ĕçленĕ: Я.Д. Шакров (1937–1940 ç.ç.), И.П.Марьин (1938–1939), М.М.Шувалов (1938–1942), Н.Д.Краснов (1944–1945), И.М.Ашмарин (1945–1946). Вĕсем те Аслă вăрçă хирĕнчи паттăрлăхшăн тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ.

Аслă Отечествăлла вăрçă çулĕсенче пĕтĕм çын – учитель-и вăл е ĕнерхи вĕренекен, колхозник-и е рабочи, инженер-и е çар çынни – пурте Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме кар тăнă.

 



"Ял ĕçченĕ"
03 мая 2012
00:00
Поделиться