Ялшăн яваплă пулар
Вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче ял халăхĕ пушартан сыхланас шутпа та, ял илемĕшĕн те кил-çуртсен çывăхне йывăçсем ытларах лартма тăрăшнă. Вăл вăхăтра пушар машинисем те пулсах кайман-çке-ха, пÿртсемпе хуралтăсен тăррине те ытларах улăмпа витнĕ пулнă. Çавăнпа ял халăхĕ вут-çулăмран сыхланма тĕрлĕ майсем шыранă.
Пурнăç улшăнса, аталанса пынă май, халĕ ялсенче йывăçсене те çимĕç паманнисене мар, ытларах улма-çырла йывăçĕсем лартса чĕртме тăрăшаççĕ. Çурчĕсене те чылайăшĕ кермен пек лартать, хуралтисене вăйлă çавăрать. Вăрçă хыççăнхи çулсенче пирĕн Çăлпуçĕнче икĕ-виçĕ кил хуçалăхăн улма пахчи пулнă, вĕсем ку таранчченех сыхланса юлнă. Ялта пилĕк хуçалăх пыл хурчĕсем тытать, пурăнакансенчен ытларахăшĕ хăйне кирлĕ таран çĕр улми, улма-çырла, пахча çимĕç туса илет. Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан, юлхавланмасан, выльăх-чĕрлĕх усрасан, черккепе туслашмасан, пĕртак укçа ĕçлесе илме пултарсан, пурнăçа йывăр саманара та сыпăнтарса пыма пулать. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеллĕ аталанса пынă вăхăтра районти хăш-пĕр колхозсемпе совхозсем те садсем чĕртрĕç. Тăвай ялĕнче те, вырăнти колхоз правленийĕн çурчĕпе юнашар, йĕри-тавра карта тытсах улмуççисем лартса çитĕнтернĕччĕ. Пĕр хушă çав пахчара утар та пулчĕ. Юлашкинчен хуçалăхĕ те саланса кайрĕ. Халĕ, пăхатăн та, йĕри-тавра тытнă карти те çултан-çул юхăнать, йывăçĕсем те хăрсах пыраççĕ, правлени çурчĕн те кăшкарĕ кăна тăрса юлнă.
Çăлпуç ялĕнче те иртнĕ ĕмĕрхи çитмĕлмĕш çулсенче пулас часовня пахчине йĕри-тавра сеткăпа карта çавăрсах сад хывнăччĕ. Унти улмуççисем нумай çул хушши ял халăхне тулăх çимĕçĕпе савăнтарчĕç. Халĕ çав йывăçсем пурте пекех хăрнă: сивĕ тиврĕ-ши е ватăлчĕç-ши? Хăрнă йывăçсене касса тасатса вĕсен вырăнне çĕнĕрен пĕр аллă-утмăл тĕп лартса хăварсан лайăх пулмалла. Çăлне те юсамалла, юхăнса пырать. Анчах ял поселенийĕн пуçлăхĕсем пĕрин хыççăн тепри улшăннипе паянхи ĕçсем ырана юлса пыраççĕ. Эль шывĕ урлă çуран каçса çÿремелли кĕпер те начарланчĕ, инкек таврашĕ пулсан, кама ÿпкелĕпĕр. Урамсене те якатни кирлĕ. Çимĕк çывхарса пынă май, масар çине улăхакан çула, шыв çурса кайнăскере, тÿрлетмелле, масара тирпейлемелле, картине юсамалла. Ĕçĕ нумай вăл. Акă вăтăр пилĕк çул пĕр юсавсăр ĕçмелли шывпа тивĕçтернĕ пăрăхсем те кивелсех пыраççĕ. Колонкăсем час-часах шыв юхтараççĕ е хăшĕ-пĕринчен пачах та шыв кĕтсе илейместĕн. Çĕнĕ шыв колонкисем илсе вырнаçтарма укçа çук. Вĕт Çăлпуç ялĕнче кăна вун-вун колонка. Хамăр та колонка шывĕпе электроэнерги çине çеç шанса пурăнакан пултăмăр пулас. Анчах тарасасемпе çăлкуçсене те манăçа кăларас марччĕ. Ик-виç çулта пĕрер-икшер тараса чавсан та малалла, шывсăр лармастăн. Ĕлĕкрех кил-çуртпа урамра электричество çути те, шыв колонкисем те пулман, атте-анне пурпĕрпех пурнăçа ÿпкелемен, малашлăхшăн тăрăшса ĕçленĕ. Эпир вара çуллахи вăхăтра кил-çурт таврашĕнче пушар хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе каткапа ятарласа шыв тытма та ÿркенетпĕр. Ялта тăватă кÿлĕ, вĕсем хăйсем тасатма вăй çитереймен пирки юхăнсах пыраççĕ. Пушă цистерна тупăнсан, ăна çĕр айне чавса вырнаçтарса, шыв тултарса хурсан та лайăх пулмалла кĕрсе тухма май пур çĕре. Пушар пек хăрушă инкеке никамăн та курмалла ан пултăр та, çапах та сыхланакана Турă та сыхланă, теççĕ. Усă курмасан, пăхса-тирпейлесе тăмасан, çăл шывĕ те тарма пултарĕ, тетчĕç ĕлĕкхи ватăсем.
Çăва тухнă май, кашни ялтах тумалли ĕçсем сахал мар. Çавăнпа вырăнта йĕркелесе ĕçлеттерекенсем кирлĕ. Ял старостисем ку тĕлĕшпе пысăк пулăшу пама пултараççĕ. Çакна хамранах пĕлетĕп. Икĕ пинмĕш çултан пуçласа ку таранччен тÿрĕ кăмăлпа тăрăшрăм старостăра. Анчах мана халĕ улăштаракан çук. Хам та вун икĕ çынпа калаçса пăхрăм, усси пулмарĕ. Пурин те пĕр шухăшсăр, канлĕ пурăнас килет пулас. Çакна çынсене хурлас шухăшпа каламастăп. Анчах пурнăçа кура нумайăшĕ халĕ укçасăр тумалли ĕçсене кăмăлласах каймасть. Пур ĕçе те тÿлевлĕ тума вара ял тăрăхĕн укçи çукрах. Çапла вара хамăр пурнăçа хамăрах юхăнтарса пынине шухăшласа пăхмасăрах ăна хавшатас çул çине тăратпăр. Атте-анне канăç курмасăр пĕрчĕкĕн-пĕрчĕкĕн пуçтарса тунă хуçалăха та хамăрах упраса хăвараймарăмăр пулас. Тĕрĕсрех каласан, туман ĕçсемшĕнех ĕç укçи илме, колхоз пурлăхне турткалама пуçларăмăр. Пĕрлешÿллĕ хуçалăх вăл тĕпсĕр кÿлĕ мар вĕт. Тÿрĕ кăмăлпа, чуна парса ĕçлемесен колхоз та çĕтĕк михĕрен тырă юхса пынă пекех пушанса юлать, юлашкинчен хăйшĕн кăна çунакан çынсен аллине кĕрсе ÿкет. Халăхăн пысăк пайĕ ĕçсĕр тăрса юлать, çамрăксем магазин «сыхлама» пуçлаççĕ е тĕнче тăрăх ĕç шыраççĕ, ялта тăлăхсем хушăнаççĕ, ял ватăлма пуçлать. Урăхла каласан, хамăр ларакан турата хамăрах касас марччĕ, пурнăçра яваплăха туйса тăрасчĕ.