Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

СПИДран сыхланар

Апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен СПИД чирĕнчен сыхланмалли уйăхлăх иртет. Ăна СПИД чирне пула вилнĕ çынсен Пĕтĕм тĕнчери астăвăм кунĕпе çыхăнтарнă.

Пĕтĕм çĕр-шыври пекех, пирĕн республикăра та СПИД сарăлсах пырать. 1994 çултан пуçласа 2012 çул пуçланнă тĕле ВИЧ-инфекциллисем республикăра 1334 çын шутланнă, çав шутра 2011 çулта çĕнĕрен 128 çын чир ертнĕ. Иммунитета пĕтерекен вируспа (ВИЧ) чирленĕ тĕслĕхсем пирĕн районта та çук мар. Пурĕ 9 тĕслĕх регистрациленĕ, вĕсенчен иккĕшне – 2011 çулта.

Кăçалхи I кварталта ВИЧ-инфекцийĕпе республикăра çĕнĕрен 44 çын чирленĕ (иртнĕ çулхи çав тапхăрта – 30). Хушăм хăвăртлăхĕ 45,8 процент.

ВИЧ-инфекцийĕ ертнисенчен 266 çын вилнĕ (çав шутра Тăвай районĕнчен – 1). Вилнисенчен 63-шĕн чир СПИД тапхăрне çитнĕ. Кăçалхи I кварталта вирус 9 çын пурнăçне татнă, вĕсенчен пĕри – СПИД тапхăрĕнче.

Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра ВИЧ-СПИДпа чирлĕ 1043 çын пурăннă.

Чирлĕ амăшĕсенчен 186 ача çуралнă, çав шутра Тăвай районĕнче – 3.

ВИЧ-инфекцине ертнисенчен 789-ăшĕ (57,3 процент) – арçынсем, 589-ăшĕ (42,7 процент) – хĕрарăмсем. Арçынсем хĕр арăмсенчен ытларах чирлеççĕ, ытларахăшĕ ниçта та ĕçлемест.

Чир тĕрлĕ майпа сарăлать, çавах та ытларах пĕлмен-палламан çынсемпе тĕлли-паллисĕр ар çыхăнăвне кĕнипе, контрацепци хатĕрĕсемпе усă курманран. Наркотиксене шприцпа венăран яракансем те чире сарăлма пулăшакан çăлкуç шутланаççĕ (42 процент). Вируса çавăн пекех чирлĕ çыннăн хырăнмалли хатĕрĕсемпе усă курсан та, татуировка тутарнă чух та ертме пулать. Чир ытларах 20–29 çулхи çамрăксем хушшинче сарăлнă (54,7 процент), анчах кăçалхи I кварталта 30–39 çулхи çынсем хушшинче вăл 2 хута яхăн ÿснĕ.

Ар хутшăнăвĕсенчи типтерсĕрлĕх пурнăçшăн хакла кайса ларать, çавăнпа та сывă пурнăç йĕркисене тытса пымалла.

 



"Ял ĕçченĕ"
15 мая 2012
00:00
Поделиться