Çăкăр пĕçерекенсен республикăри конкурс-семинарĕнче
Професси ăсталăхне ÿстерме пĕлĕве çĕнетсех тăни, маттуртарах ĕçтешрен куллен вĕренсе пыни, тĕрлĕ шайри конкурссене хутшăнни, ытти коллективсен опычĕпе паллашма кайса-курса çÿрени чылай пулăшать. Çакна пирĕн кооператорсем аван пĕлеççĕ. Çавăнпа тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ, хăйсем те тĕрлĕ тупăшусене хутшăнса мала тухаççĕ.
Нумаях пулмасть республикăри экономика министерстви тутлăнтарса пĕçернĕ шурă çăкăр (кулич) хатĕрлессипе конкурс йĕркеленĕ. Унта 30 коллектив, вĕсен хушшинче хуларисем те, харпăр хăй маттурлăхне кăтартнă. Тăвайсем ку мероприятирен çĕнтерÿпе таврăннă. «Мăнкунăн чи лайăх куличĕ» диплом тата парне парса хавхалантарнă пирĕн районти ĕçченсене.
Иртнĕ кĕçнерни кун Чăваш Республикинчи çăкăр пĕçерекенсем Тăвай енри кооператорсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăмăл турĕç. Конкурс-семинара пĕлтĕр юсаса çĕнетнĕ “Пельменная” закусочнăйĕнче ирттерчĕç. Пурĕ 17 коллектив: Комсомольски, Пăрачкав, Патăрьел, Йĕпреç, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Вăрмар, Вăрнар, Канаш, Элĕк, Етĕрне, Муркаш, Красноармейски, Çĕрпÿ районĕсенчи тата Калининăри, Сĕнтĕрти, Октябрьскинчи потребобществăсен представителĕсем килсе çитрĕç. Пирĕн районти кооператорсем вĕсене ырă сунса кĕтсе илчĕç. Тăвай енри çăкăр пĕçерекенсем те питĕ тăрăшса хатĕрленчĕç семинар-конкурса хутшăнма.
Кĕçех çăкăр пĕçерекенсем конкурса хатĕрленме пуçларĕç. Хура тата шурă çăкăрсен буханкисене, батона тата сийлĕ булка изделийĕсене (слойка) вырнаçтарчĕç командăсем харпăр хăй сĕтелĕсем çине, çÿхе татăксем каса-каса хучĕç тутанса пăхма меллĕ пултăр тесе. Çапла тăватă тĕрлĕ изделипе тупăшăва хутшăнаççĕ иккен хальхинче республикăри çăкăр пĕçерекенсем.
Чăвашпотребсоюзăн обществăлла апатланупа суту-илÿ пайĕн менеджерĕ А.Лаврентьева, Шупашкарти кооператив техникумĕн преподавателĕ М.Сергеева, дегустаторсен комиссийĕн секретарĕ, Чăвашпотребсоюзăн производство уйрăмĕн начальникĕ Е.Дуткина, Роспотребнадзор представителĕ А.Порейкина, Çĕрпÿри çăкăр завочĕн директорĕ З.Зотова, Пăрачкав районĕнчи райпон производство начальникĕ Р.Голованина, «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăн директорне пулăшакан Т.Обаськина, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи çăкăр комбиначĕн ертÿçи Т.Совина конкурса тăратнă изделисене хаклакансен сĕтелĕ хушшине вырнаçрĕç.
Малтанах «Тăвайри кооператив» потребобщество ертÿçи В.Федоров сăмах илчĕ. «Пирĕн системăра виçĕ хозрасчетлă предприяти: «Тăвайри кооператив», «Тăвай çăкăрĕ», «Тăвайри общепит» обществăсем. Вĕсем начар мар ĕçлеççĕ. Районти çынсене кооператорсен 35 суту-илÿ çурчĕ, 3 киоск тата обществăлла апатланăвăн 11 предприятийĕ тивĕçтерет. Паянхи куна пирĕн 13 магазин çĕнĕ мелпе ĕçлет. Апат-çимĕç таварĕсем сутас енĕпе аван тăрăшнă. Кашни уйăхра потребобществăн пĕр работникĕ пуçне вăтамран 180 пин тенке яхăн тавар сутăнать. Тавар запасĕ çителĕклĕ. Конкуренци Тăвай енре те пур, ăна çĕнтерме тĕрлĕ майсем шыратпăр. «Тăвайри общепит», «Тăвай çăкăрĕ» обществăсем хăйсен тĕллевĕсене аван пурнăçласа пыраççĕ. Системăра 260 çын тăрăшать. Уйăхри вăтам ĕç укçи районти вăтам ĕç укçинчен кăшт кăна пĕчĕкрех. Ĕçлетпĕр, тăрăшатпăр, çынсене туллин тивĕçтерессишĕн хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Паянхи конкурс-семинара хутшăнакансене ăнăçу сунатпăр. Тăвай çĕрĕ кашнин кăмăл-туйăмне çĕклессе шансах тăратпăр», – çавнашкал ăшă сăмахсемпе вĕçлерĕ Вячеслав Николаевич хăйĕн кĕске калаçăвне. «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар яваплăхлă обществăри ĕçсене йĕркелесе тăракан Т.Обаськина коллектив çитĕнĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Чăвашпотребсоюзăн производство уйрăмĕн начальникĕ Е.Дуткина конкурс условийĕсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Çакăн хыççăн чи интересли пуçланчĕ. Дегустаторсем изделисем тĕрĕс формăллă, çителĕклĕ калăпăшлă, яка сийлĕ, илĕртÿллĕ тĕслĕ пулнине пăхрĕç малтан. Çăкăр е батон çемçи шăтăклă-шăтăклă пулнине, вăл еплерех пиçсе çитнине, мĕнле тăсăлнине сăнарĕç. Шăршине тата тутине хакларĕç хĕрарăмсем. Темиçе сехете тăсăлчĕ ку конкурс. Пĕтĕмлетÿсене каярахпа тăвассине пĕлтерчĕç. Вăрттăн вулакансене систерме пултаратпăр, тăвайсен хура çăкăрĕ тĕрĕслев витĕр пысăк хакпа тухнă. Тĕплĕн çакăн пирки каярах пĕлтерĕпĕр хаçат тусĕсене.
Апатланнă май çăкăр пĕçерекенсем пĕр-пĕрин ăнăçăвĕ, тĕллевĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Унтан «Тăвай çăкăрĕ» тулли мар обществăра пулчĕç республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ хăнасем. Кунта нумаях пулмасть батон тата сийлĕ булка изделийĕсем хатĕрлемелли çĕнĕ оборудованисем вырнаçтарнă. Турци çĕр-шывĕнче туса хатĕрленĕ вĕсене, района ку оборудованисене Мускавран илсе килнĕ. Вĕсем çинче виçĕ сменăпа ĕçлессине йĕркеленĕ. А.Алексеева бригадирпа М.Чернова тата А.Петров ĕçлеççĕ. И.Моисеевапа – Т.Веселова тата Л.Васильева, виççĕмĕш бригадине О.Федорова ертсе пырать, Н.Ивановапа О.Ильина ăна пулăшаççĕ.
«Пирĕн потребобществăра çынсен ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кашни батонпа булкăна малтан алăпа тунă пулсан, халь çĕнĕ оборудованисемпе хатĕрлетпĕр. Ĕç чылай çăмăлланнипе тата хастартарах тăрăшас килет», – кăмăллăн пĕлтерчĕç çăкăр пĕçерекенсем.