Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сиенлĕ йăларан пăрăн, ĕмĕр пулĕ вăрăм

Ĕçпе вăрçă ветеранĕ Арсентий Иванов Шупашкарта пурăнать. Хăй вара 1923 çулхи çурла уйăхĕнче пирĕн районти Тĕмерте чухăн хресчен çемйинче çуралнă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи тухсан, 1942 çулхи çу уйăхĕнче çамрăка фронта илеççĕ. 16-мĕш мотострелковăй бригадăра пулеметчик пулса тăрать вăл. Çав çулах Воронеж çывăхĕнчи çапăçусене хутшăнать. Пĕр çапăçура йывăрах мар аманать. Госпитальре сипленнĕ хыççăн сывалса çитме киле яраççĕ. Унтан каллех фронт... Ку хутĕнче ăна радиоçыхăну ротине çирĕплетеççĕ. Кĕске хушăрах чи лайăх радистсенчен пĕри пулнă май ăна самолет çинче вĕçме шанаççĕ. Çĕрлехи вăхăтра вĕсен самолечĕ фронт линийĕ урлă вĕçсе каçса тăшман тылĕнче çапăçакан партизансене хĕç-пăшал, боеприпассем, апат-çимĕç пăрахса пама хутшăнать. Тепĕртакран Иванов радиста бомбардировщик çине куçараççĕ. Пĕррехинче фашистсем вĕсен самолетне персе сиенлетеççĕ, самолет шурлăхлă вырăна ÿкет. Летчикпе радист ăнсăртран тенĕ пек вилĕмрен çăлăнса юлаççĕ. Арсентий Иванова пысăк радиостанципе ĕçлеме куçараççĕ. 1944 çулхи июньте вăл хамăр çарсемпе Белоруссие ирĕке кăларассишĕн пуçланнă контрнаступление, Литвана, Кенигсберга ирĕке кăларма хутшăнать. Вăрçă чарăннă хыççăн тепĕр 3 çултан тин тăван ялне çаврăнса çитет Тĕмер каччи.

Аллăмĕш çулсенче, тĕнчери лару-тăру кăткăслансан, А.Иванов запасри офицера каллех çар службине илеççĕ. Службăна тĕрлĕ çĕрте ирттерме тивнĕ унăн. Çарсен йышне чакарнă тапхăрта тин вăл мирлĕ ĕçе кÿлĕнет, пĕр авăк комсомолта, парти, совет органĕсенче вăй хурать. Запасри офицера айăпа кĕнĕ çынсене ĕçлеттерсе юсамалли учреждение ертсе пыма сĕнеççĕ. Унта вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех тăрăшать.

Халĕ вăл отставкăри полковник, вăрçă инваличĕ. Ун кăкăрĕ çинчи ытти орденсемпе медальсем хушшинче Воронеж çывăхĕнчи çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн панă Хĕрлĕ Çăлтăр орденне те курма пулать. Ку награда уншăн – чи хакли. Вăл вăрçăн йывăр çулĕсене совет халăхĕ мĕнле утса тухнине, хăрушă тăшмана хирĕç пурнăçа хĕрхенмесĕр кĕрешнине, вăрçă хирĕнчех выртса юлнă юлташĕсене куççуль витĕр аса илтерет.

– Пурнăçра темле йывăрлăха та тÿссе ирттерме тиврĕ пирĕн вăхăтри çынсен. Хам паянхи кунччен сывă пулнăшăн шăпама тав тăватăп. Илĕртÿллĕ, çав вăхăтрах сиенлĕ йăласенчен эпĕ яланах пăрăнма тăрăшнă. Кăçал 89 çул тултарасшăн-ха, – тет вăрçă ветеранĕ Арсентий Васильевич. Мăшăрĕпе вĕсем (вăл Çĕнĕ Пуянкассинчен пулнă) 2 ача пăхса çитĕнтернĕ. Арсентий Васильевичăн мăшăрĕ темиçе çул каялла çĕре кĕнĕ.

Çĕр-шыв ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн сывлăха шеллемесĕр кĕрешнĕ вăрçăпа ĕç ветеранне вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунас килет. Вĕсем çакна хăйсен пурнăçĕпе, ĕçĕпе тивĕçнĕ.



"Ял ĕçченĕ"
05 июня 2012
00:00
Поделиться