Çĕнĕ вĕренÿ çулне – çĕнĕ автобуспа
Виçĕ ялтан ачасем вĕренме çÿреççĕ Тĕмерти вăтам шкула. Куллен 86 вĕренекенпе садике çÿрекен 27 ачана шкул автобусĕпе турттараççĕ Н.Жилкинпа Ю.Лисов водительсем.
Автобусĕсем кивелсе çитнĕччĕ ĕнтĕ. Çак кунсенче шкула çĕнĕ автобус уйăрса пачĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен ачасем шкулпа садике çĕнĕ, ăшă автобуссемпе çÿреме пуçлĕç.
РФ Правительствин Председателĕн йышăнăвĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ парассине лайăхлатма Чăваш Ене кăçал федераллă бюджетран 801,063 млн. тенкĕ (пĕлтĕрхинчен 3 хут ытларах) субсиди уйăраççĕ. 200,2 млн. тенкипе вĕрентÿ учрежденийĕсен çурчĕсене тĕпрен юсас ĕçре усă курĕç. Республикăра кăçал 133 шкула юсама палăртнă. Çав шутра – Тĕмер шкулне те. Ăна валли уйăракан сумма (3060157, 32 тенкĕ) шкул чÿречисене пластикпа улăштарма, кирлĕрех çĕрте урайне, линолеума çĕнетме, алăксем лартма, электропроводкăна юсама кайĕ. Çавăн чухлĕ юсав ĕçĕсем пирки педагогсем ĕмĕтленме те пултарайман.
Пултаруллă ачасем сахал мар пирĕн шкулта. Олимпиадăсене, конкурссене хутшăнса районта кăна мар, республикăра та мала тухаççĕ. Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче те районти олимпиадăсенче 28 хутчен, республикăра 1, конференцисенче 5, конкурссемпе ăмăртусенче 86, республикăра 17 хутчен малти вырăнсем çĕнсе илнĕ тĕмерсем. Вĕренÿре, спортра, обществăлла пурнăçра хастаррисене июнĕн 1-мĕшĕнче Шупашкара “Акконд” кондитер фабрикине экскурсие илсе кайрĕç. Цехсем тăрăх кăтартса çÿрерĕç вĕренекенсене, пылак çимĕçпе хăналарĕç, уяв ячĕпе кучченеçсем те парса ячĕç.
Эпир çавăн пек интереслĕ экскурси йĕркелеме пулăшнăшăн вĕрентÿ пайĕн пуçлăхне В.Шакрова, райадминистраци ĕçĕсен управляющине В.Чайкина, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне В.Иванова чĕререн тав тăватпăр.