Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Тăвай уява хатĕрленет

Асаттесемпе мăн асаттесен ырă йăлисене тытса пыни лайăх пулăм. Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçлесен, ял çынни чылайранпа акатуй туса ирттерет, ĕç паттăрĕсене чыслать. Уява ал-хапăл ирттермеççĕ, хатĕрленеççĕ, тавралăха çÿп-çапран тасатаççĕ, юсамаллине юсаççĕ.

Акатуйне хатĕрленнĕ май район центрĕнче те куллен кĕреçе-кĕрепле, пуртă-çава тытнă çынсене курма пулать. Эрне ытла ĕнтĕ райадминистрацире, Пенси фончĕн районти управленийĕнче, Тăвай кооперативĕнче, ĕçпе тивĕçтерекен центрта тата ытти организацисемпе учрежденисенче ĕçлекенсем район центрĕнче йĕрке тума хастар хутшăнаççĕ. Чапаев урамĕнчи шкул гаражĕсене, складсене сÿтсе турттарса тухнă ĕнтĕ. Тăвай ял тăрăхĕн администрацине ĕçпе тивĕçтерекен центртан янă ĕçсĕррисен йышĕнче тăракан çынсем пулăшрĕç. Вĕсем санэпидстанци умĕнче урамра ÿсекен йывăçсен вуллисене шуратрĕç. Маларахри кунсенче çулăн икĕ енĕпе тимĕр картасене сăрăпа çĕнетрĕç. Чапаев урамĕпе паралеллĕ урамра нумай хваттерлĕ çуртсен умĕсене асфальтран тротуар сарма тытăннă. Умри пĕчĕк пахчасене «хĕрлĕ линипе» пĕр шайра туса панă. Çĕнĕ физкультурăпа спорт комплексĕнче те строительствăпа пĕрлех территорие тирпей-илем кĕртес ĕçсем пыраççĕ. Кивĕ центрта автобус чарăнакан вырăна унчченех çĕнетнĕччĕ, халĕ ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем порфнастилпа хÿме тытсах «кондицие» çитерчĕç, автотранспорт çÿрекен çула та çурмалла пайлакан шурă йăрăм туртса çĕнетрĕç. Пур çĕрте те уява хатĕрленни сисĕнет. Пĕр сăмахпа Тăвай капăрланать, хăтлăрах пулать.

 



"Ял ĕçченĕ"
08 июня 2012
00:00
Поделиться