Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Ĕçчене – чыс-хисеп

Ку вăл чăннипех çапла ĕнтĕ: хастар çынсем чыса тивĕç. Телее, ун пек ĕçченсем кашни коллективрах пур. Вĕсем пурнăçа малалла аталантарма вăй хураççĕ, çынсене ĕçшĕн яваплăха туйса тăма хăнăхтараççĕ, пурнăçри тивĕçне ăнланса илме пулăшаççĕ. Кĕршери “Дружба” ял хуçалăх кооперативĕнчи Любовь Николаевна Николаева пирки те çак сăмахсене хăюллăнах калама пулать. Вăл машинăпа ĕне сăвакан хастар операторсенчен пĕри пулса тăрать, пĕр вăхăтрах ферма заведующийĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать, ĕçри кăтартусене лайăхлатса пыма тăрăшать. Çав хушăрах ялти обществăлла ĕçсенчен те пăрăнмасть. Сăмахран, Пĕтĕм Раççейри çырав вăхăтĕнче переписчик тивĕçĕсене те пысăк яваплăхпа туса пынă вăл, çавăншăн медале тивĕçнĕ.



"Ял ĕçченĕ"
15 июня 2012
00:00
Поделиться