Паха та тулăх апатшăн
«Акконд–агро фирма» хупă акционерлă обществăна районта выльăх апачĕ хатĕрлессине пуçăнса хавхалантарса пыраканĕ тесен те йăнăш пулмĕ.
Кăçал та чи малтан тытăнчĕç аккондçăсем утă пухса рулонлама. Ку чухнехи техникăпа ĕçленĕрен те, кал-кал пулса пырать вĕсен ĕçĕ, çав вăхăтрах апат хатĕрлемелли технологие пăхăнса ĕçлеме те май килет. Вĕт-ха апатăн хисепĕ çеç мар, унра мĕн пурри, мĕнле тутлăхлă япаласем сыхланса юлни паха. Курăксене Юрий Яковлевпа Владимир Демин механизаторсем ют çĕр-шыв косилкипе шыв юххи евĕр, картина çинчи пек тикĕссĕн çулса пыраççĕ. Типсен – паккуссем тăваççĕ, рулонлă пресс-подборщиксемпе рулонлаççĕ, çийĕнчех турттарса пыраççĕ. Ăмсанмалла та çакăн пек ĕçленине. Хальлĕхе 600 утă рулонĕ хатĕрлесе хунă. Ĕç малалла пырать.
Акă халĕ аккондçăсем пикенсех сенаж хатĕрлеме тытăннă. Пĕрремĕш траншейăна хываççĕ кушăхнă массăна. КСК–600 «Полесье» комбайнсем курăка пухса вĕтетсе машинăсем çине тиеççĕ. Пĕр комбайнĕпе тĕп инженер Владимир Саперов, тепринпе Юрий Храмов ĕçлеççĕ. «Владимир Иванович чи пысăк ĕç тухăçлăхĕ кăтартасшăн, çавăнпа штурвал умне хăй ларса тухрĕ», – терĕ «Акконд–агро фирма» ХАОн генеральнăй директорĕ Вячеслав Иванов. Чÿкçырми ялĕ çумĕнчи уйран выльăх-чĕрлĕх комплексĕн сенаж траншейине тулли тиевлĕ машинăсем умлă-хыçлă тенĕ пек хутлаççĕ. Вячеслав Павлович гендиректор каланă тăрăх, сенажлăх массăна виçĕ ЗИЛпа тата виçĕ КамАЗ машинăсемпе турттараççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне 500 тонна хывнă пулнă. Машинăсемпе Николай Михайлов, Николай Поликарпов, Алексей Козлов, Николай Иванов, Алексей Птичкин, Андрей Степанов ĕçленине пĕлтерчĕ.
Траншейăна кĕнĕ массăна талăкĕпех таптаса пусăрăнтараççĕ – технологи çапла тума ыйтать. Кун çутинче Вячеслав Семенов Кейс, Игорь Филиппов ДТ–75 тракторсемпе, каçхине Михаил Егоров Кейс тракторпа пусăрăнтарать массăна. Трамбовка тунă çĕртех Надежда Иванова бригадирпа ыттисем тăрăшаççĕ.
Уйри пĕтĕм ĕçе Анатолий Михайлов тĕп агроном йĕркелесе пынине, апат хывассине, унăн технологине пăхăннине Алексей Максимов тĕп зоотехник тĕрĕслесе тăнине каларĕ Вячеслав Павлович.
Техника ванас-тăвас пулсан васкавлă тÿрлетме 6 çынран ятарлă бригада туса хунă, ăна мастерской заведующийĕ Борис Ильин ертсе пырать. Ку ĕнтĕ хăйне евĕрлĕ васкавлă пулăшу служби.
Çапла пĕр тĕвве çыхăнса пулса пырать выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç. Унăн тĕллевĕ паллă: выльăхсене валли паха та тĕрлĕ выльăх апачĕ çителĕклĕ хатĕрлесе хурасси.