Сывлăх сыхлавĕ лайăхланас çул çинче
Çын пурнăçне çăласси, ăна чиртен сывалма пулăшасси – çĕр çинчи чи кирлĕ те пархатарлă профессисенчен пĕри. Юлашки вăхăтра сывлăх сыхлавне патшалăх енчен те ытларах тимлеме тытăнни сисĕнет. Шупашкарта 3–4 çул каялла кăна ку чухнехи оборудованисемпе, аппаратурăпа тивĕçтернĕ пысăк медицина центрĕсем уçăлчĕç. Вĕсем республикăшăн кăна мар, Пĕтĕм Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ.
Халăх сывлăхне сыхлас ĕç район шайĕнче епле пулса пынипе паллаштарма эпир чылай хушă тĕп больницăна ертсе пынă, халĕ те тĕп врачăн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Тамара Шакшинаран ыйтрăмăр.
Тамара Хасиятовна, пирваях сире, пĕтĕм коллектива çывхарса килекен професси уявĕ ячĕпе саламлама, ĕçре ăнăçусем, çемьере тăнăçлăх сунма ирĕк парсамăр.
Правительство шайĕнче йышăнакан мерăсем район условийĕсенче пурнăçа епле кĕрсе пыраççĕ-ха? Медицинăпа çыхăнман ял çынни сывлăх сыхлав ĕçĕн пахалăхĕ лайăхланнине ăçтан курма пултарать?
– Ырă сунса саламланăшăн тавах. Çак кунсенче кăна республика Пуçлăхĕ ертсе пынипе ЧР Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ пулчĕ. Правительство членĕсем республикăра сывлăха сыхлас ĕç мĕнле пулса пыни çинчен Алла Самойлова министр тунă доклада итлерĕç. Унта, тĕпрен илсен, çак ĕç лайăхланса пырас çул çинче тăнине палăртнă. Çапла иртнĕ çул çынсем пĕтĕмĕшле вилессин коэффициенчĕ 6,2 процент, халăх йышĕ сахалланасси 2,3 хут чакнă. Иртнĕ çул пирĕн районта та вилекенсен йышĕ умĕнхи çулхинчен кăшт пĕчĕкрех пулнă. Çав вăхăтрах ачасем çураласси майĕпен те пулин ÿссех пырать. Иртнĕ çулхи I кварталта районĕпе 37 ача çуралнă пулсан, кăçал – 43.
Тепĕр кăтарту вăл – çыннăн пурăнас ĕмĕрĕ вăрăмланни. Вăтам ĕмĕр халĕ 67 çулпа танлашать. Диспансеризаци (сывлăха çуллен вăхăтра тĕрĕслесе тăни), ăна пула чире маларахри тапхăрта тупса палăртни, маларах сиплени, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсни çынсем инвалида тухассине чакарма май пачĕ.
Вилĕмĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Ватлăха, тĕрлĕ чирсене пула та. Çынсем ытларах мĕнле чирсене пула вилеççĕ?
– Йывăр чирсен шутне уйрăмах юн çаврăнăш органĕсен чирĕсене кĕртмелле. Çав вăхăтрах хамăра хамăр упрама, сывă пурнăç йĕркине тытма пĕлменни, ĕçкĕпе иртĕхни, туртни çын ĕмĕрне палăрмалла кĕскетеççĕ. Акă иртнĕ çул сурансене, наркăмăшланнине пула районта 34 çын (2010 ç. – 40) вилнĕ. Çул-йĕр инкекĕсем, харпăр хăй çине алă хунă тĕслĕхсем пулаççĕ. Ытларах вĕт эрехе пула.
Кадрсем пирки мĕн калама пултаратăр; Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, врачсем çитменни республикипех палăрать. Пирĕн районта та çамрăк специалистсем курăнсах каймаççĕ...
– Пытармалли çук, пушă ĕç вырăнĕсем пур. Пĕр енчен, нумай çул ĕçлекен врачсен ĕç опычĕ пуян ĕнтĕ, вĕсен халăхри сумĕ те пур. Çав вăхăтрах коллективра опытпа юнашар çамрăк вăй-хал, хастарлăх кирлĕ. Кăçал ку йывăрлăха “земство тухтăрĕ” программа кăштах çăмăллатма пулăшрĕ. Пирĕн районти тĕп больницăна та асăннă программа шучĕпе пĕрер терапевтпа педиатр ĕçлеме килчĕç. Çав вăхăтрах Тушкил офисĕнче врач çук, унта кашни эрнерех Н.Сергеева терапевт пулăшма çÿрет. Хирург, рентгенолог, врач-лаборант кирлĕ. Çамрăк специалистсем яла килесшĕн мар. Хальлĕхе йывăрлăхран тухса пымалли майсем шыратпăр. Кÿршĕсемпе специалистсемпе «ылмашăнатпăр». Сăмахран, пирĕн врачсем эрнере 1 хутчен Вăрмара çÿреççĕ, вăрмарсем кунта килеççĕ.
Сывлăх сыхлав ĕçĕн бази çинчен темиçе сăмахпа. Мĕн лайăххи пур, мĕнле йывăрлăхсем?
– Медицина вырăнта тăмасть. Пулăшу парасси лайăхлансах пыма тивĕç. Иртнĕ çул Тăрмăшри врач офисĕн, Çĕнĕ Пуянкассинчи фельдшерпа акушер пункчĕсен çурчĕсене юсанă. Кивĕ Пуянкассинчи пункта çĕнĕ çурта куçарнă. Чÿкçырминчи фельдшерпа акушер пункчĕ те юсанă çурта куçнă. Киччĕре юсав пырать. Кăçал модернизаци программипе килĕшÿллĕн ку ĕçе Мучарти фельдшерпа акушер пунктĕнче тытăннă. Çывăх вăхăтрах тĕп больница çуртне юсама пуçăнасшăн. Ку тĕллевпе 29 млн. тенкĕ уйăрма пăхнă. Модернизаци программипе килĕшÿллĕн кăçал ку чухнехи ультрасасăллă диагностика аппарачĕ уйăрса пама пăхнă.
Самантпа усă курса сывлăх хуралĕнче тăрăшакансене, çак ĕçре нумай вăй хунă ветерансене пурне те професси уявĕпе чĕререн саламлатăп, çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, ăнăçусем сунатăп.
Тавах калаçушăн.