Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Рулонсем ангарта вырăн тупаççĕ

Ленин ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх кооперативĕнче выльăх апачĕ е, тĕрĕсрех каласан, рулонласа утă хатĕрлеççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлесси ял ĕçченĕшĕн, чăн та, халиччен туман, курман-илтмен ĕç мар, ăна кашни çулах хатĕрлеççĕ. Апла пулин те вăл пысăк яваплăх ыйтать, хĕрÿ тапхăр шутланать. Выльăх-чĕрлĕхрен продукци нумайрах илесси, ытти факторсемпе пĕрлех, чи малтанах тĕрлĕ апат çителĕклĕ хатĕрлесе хунинчен килет. Ял çынни çакна лайăх пĕлет.

Тăрмăшсем утă рулонĕсене арккăллă пысăк ангара хураççĕ. Вĕсем типĕ, ытларах симĕс, пахалăхне çухатман. Çавăнпа хупă хуралтăна хурса тĕрĕс тăваççĕ тесе шутлатăп. Уйран кÿрсе килекен рулонсене ангарта Владимир Владимирович Степанов механизатор стогометательпе купаласа майлаштарса тăрать. Кашни транспорт хатĕрĕ хыççăн ĕлкĕрет çак ĕçе. Ĕмĕрĕпе çĕр ĕçĕпе пурăнакан опытлă механизаторăн ăсталăхĕ, вăр-варлăхĕ çителĕклĕ çакна валли. Утă рулонĕсем тиенĕ транспорт хатĕрĕсем вара пĕрин хыççăн тепри килсех тăраççĕ.

–Мĕн каçченех çапла, – тет В.Степанов.

Рулонсене КамАЗ машинăпа Владимир Николаевич Николаев, кустăрмаллă тракторсемпе тата прицеп вырăнне ятарласа вăрăмлатса, сарлакалатса тунă хатĕрсемпе Валерий Алексеевич Иванов, Алексей Георгиевич Рузавинпа ăна улăштарса ĕçлекенĕ Олег Нилович Федоров трактористсем турттараççĕ. Пĕр рейспах ытларах рулон илме пултарни пур енĕпе те лайăх: ĕçĕ те кал-калрах пулать, çунтармалли-сĕрмелли материалсем тата вăхăт та перекетленеççĕ. Утă рулонĕсене уйра транспорт хатĕрĕсем çине Валерий Васильевич Терентьев КУН–10 копновозпа тиесе парать. Вăл çак ĕçĕн майне хăнăхса пынине каларĕç. Утта пухса рулонлаканĕ вара – Петр Николаевич Николаев. Йăнăшмастăр, шăпах çавă, районта 2012 çулхи çур аки чемпионĕ ята тивĕçлĕ пулни. Çавăн пек хастарсем пурри кирек мĕнле ĕçĕн ăнăçлăхне те ÿстерет. Утçири халь асăннă ĕçченсенчен ытларахăшĕ чăннипех те ырă сăмаха тивĕçлĕ. “Вĕсем мĕн пур ĕçĕн тĕрекĕ”, – терĕ кооператив председателĕ Виктор Владимирович Николаев. Вăл эпĕ фермăран тапраниччен шăпах унта пырса çитрĕ. Утă ангарĕ вĕт-ха ферма территорийĕнче.

Сăмах майăн председатель ĕнесене кăçалтан икĕ витере мар, пĕринче кăна усрама тытăнас шухăш пурри çинчен пĕлтерчĕ.

–Вырăнĕ те çитет, тăкакĕсем те сахалрах пулĕç, – терĕ. Паянхи кун тĕлне фермăра 187 пуç сăвакан ĕне усраççĕ.

Унсăр пуçне витесемпе хуралтăсем кивелмесĕр те тăмаççĕ. Хальхи утă ангарне, хăш-пĕр витесен тăррисемпе пуçĕсене çĕрĕшсе начарланнăран, ишĕлнĕрен çĕнĕрен тÿрлетсе йĕркелеме тивнĕ. Ĕçе тиркесе тăмаççĕ кунта. ЮМЗ–6 тракторпа утă рулонĕ турттаракан В.Иванов ир-ирех витесенчен тислĕк кăларать. Юсав тума та хутшăннă вăл. Халĕ стогометательпе ĕçлекен В.Степанов ытти чухне Т–150 тракторпа çĕр хатĕрлет. В.Николаев председатель хăй те е косилкăпа уя тухать, е комбайн штурвалĕ умне ларса çуллен тырă вырса пухма хутшăнать.

Чим, кăштах пăрăнтăмăр пулас. Сăмах вĕт статьяра выльăх апачĕ хатĕрлес пирки пырать. Вăл хуçалăхăн иртнĕ çултан юлни те пур-ха: утă-улăм тата пĕр траншея сенаж. Хальхи утă рулонĕсене Енĕш Нăрваш енчи уйран типтерлесе турттараççĕ. Унта чылайччĕ-ха илсе кĕмелли. Лачкасси енче те, масар çывăхĕнче, утă рулонĕсем черет кĕтсе выртаççĕ. Председательпе утçире ĕçлекенсем шутланă тăрăх, пĕтĕмпе пин рулонтан та иртмелле. Улăма та рулонласа пуçтарма палăртса хунă. Утă рулонĕсене пухса типтерлесен сенаж хывма пуçласшăн. Çак тĕллевпе малтанах нумай çул ÿсекен курăксене тата сайралса юлнă лаптăкри кĕр тыррине çулса кушăхтарĕç. Юлашкине çав шутпах гербицид та сапмасăр хăварнă. Сенаж çине, тен, консервантсем те хушĕç.

Выльăх апачĕ хуçалăхра çителĕклĕ пулма кирлĕ. Ку вăл кооператив ертÿçин прогнозĕ тата шанăçĕ. Тырă калчисем начар мар çитĕнеççĕ. Хĕвел çаврăнăшĕпе кукурузăран та мĕн чухлĕ те пулса силос хывма май килĕ. Кукуруза, чăн та, начар хальлĕхе. Анчах вăл та усă памаллах мĕн чухлĕ те пулин. Пĕтĕмлетсе каласан, хуçалăх хĕле тĕрлĕ йышши апатпа кĕме тивĕç. Вăл вара ферма продукцине ÿстерме май парĕ. Çавăншăн вăй хураççĕ вĕт-ха ут çири механизаторсем. Наталия Георгиевна Лаврентьева учетчица та çав тĕллевпех шута илсе пырать рулонсене.

 



"Ял ĕçченĕ"
22 июня 2012
00:00
Поделиться