Фольклорçăсем чăваш акатуйĕнче
Республика кунĕ пĕтĕм тĕнчери йăхташăмăрсене уява пухрĕ. Унта ытти регионсенчен çеç мар, районсенчи фольклор ушкăнĕсем те хутшăнчĕç. Тăвай енрен кайнă Мучарти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи “Бродячие артисты” ансамбле (Кĕрше ялĕ) куракансем ăшшăн йышăнчĕç. “Тропинки” юрра çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пурнăçларĕç ялти юрăçсем. Хĕрлĕ тÿремре Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн “Раççей çăл куçĕсем” ХХ фестивалĕн гала-концертне “Тăвай ен”, “Çăлкуç” ансамбльсемпе Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. “Савнă çĕр-шывăм”, ытти юрăсене мăнаçлăн шăрантарчĕç.
"Ял ĕçченĕ"