Вакцина туса хÿтĕленни
Ерекен чирсенчен сыхланас ĕçре вакцинаци пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл чире сарăлма памасть, унран сыхланма тата ăна пĕтерме пулăшать. Пирĕн республикăра çитĕннисене çак чирсенчен вакцина тăваççĕ:
1. Столбнякпа дифтерирен (пыра çурхах хупласа лартни) кашни 10 çултан пĕр хутчен. 1990–1996 çулсенче дифтерипе прививка туман çынсен 70 проценчĕ таран чирлерĕ. Массăллă иммунизаци кăна эпидемие чарса лартрĕ.
2. Вируслă В гепатитран. Кирек хăш ÿсĕмре, ытларах ача чухне вакцина тутарман е В гепатитпа чирлемен 55 çултан аслă мар çынсене. Вируслă гепатит вăраха кайма, пĕвер циррозне, пĕвер ракне пуçарма е çын пурнăçне тăрук татма пултарать. Прививкăсем хыççăн вируслă йывăр гепатитпа, пĕвер ракĕпе чирлесси чакнă.
3. Гриппран сыхланса. Тĕнчери чылай çĕр-шыври сывлăх сыхлавĕшĕн – йывăр ыйту. Пирĕн çĕр-шывра унпа çуллен халăхăн 10 проценчĕ таран чирлет, экономика вуншар миллиард тенкĕ тăкак тÿсет. Унсăр пуçне грипп хыççăн ытти чирсем – чĕрепе тымар, сывлав системин чирĕсем – аптратма пултараççĕ. Грипп эпидемийĕ вăхăтĕнче пĕчĕк ачасемпе ватăсен вилеслĕхĕ ÿсет.
Хальхи вăхăтра гриппран ăнăçлă хÿтĕленме, ăна контрольте тытма майсем пур, анчах вăхăтра тата кирлĕ пек сыхланни, сипленни кирлĕ. Прививкăсемпе тĕрĕс усă курсан, вакцина тутарнисен 80 ытла проценчĕ гриппран хÿтĕленме пултарать.
Çавăн пекех хĕрлĕ шатрапа, паротитпа (хăлха патĕнчи пар шыçни), хĕрлĕ шатра майлă вируслă чиртен (коревая краснуха) халиччен вĕсемпе чирлеменнисен, вакцина тутарман çитĕннĕ çынсен пурин те прививка тутармалла. Ача çуратма пултаракан ÿсĕмри хĕрарăмсен уйрăмах. Вакцина тутарни иммунитета (организмăн хÿтĕленес вăйне) ÿстерет, ерекен чирсенчен хÿтĕленмелли шанчăклă май пулса тăрать.