«АККОНД»-ра çĕнĕ линие ĕçе кĕртнĕ
Çак кунсенче «АККОНД» акционерсен обществи бисквитпа десерт кăларакан çĕнĕ линие хута янă.
Презентацие республика Пуçлăхĕ М.Игнатьевпа пĕрле Тутарстан парламенчĕн спикерĕ Ф.Мухаметшин, Пушкăртстан Курултайĕн Патшалăх Пухăвĕн председателĕ К.Толкачев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ А.Аршинова тата ыттисем хутшăннă. Хăнасем кондитер производствипе кăна мар, предприятин аграри бизнесĕпе те («АККОНД»-ăн Тăвай районĕнчи пысăк сĕт-çу комплексĕпе) кăсăкланнă, мĕншĕн тесен Тутарстан хăй те çавăн пек холдингсем йĕркелет.
Хăнасем фабрикăпа, çĕнĕрен уçăлнă линипе паллашнă. «Производствăна, укçа-тенкĕ хывассине эпир мала хуратпăр. Малалла аталанма тăрăшмасан, ним мар çул хĕрринче тăрса юлма пулать. Çĕр-шыв Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕрсен – пушшех те», – тенĕ «АККОНД»-ăн генеральнăй директорĕ В.Иванов.
Çĕнĕ технологи линийĕ тепĕр 40 яхăн ĕç вырăнĕ тума, продукци ассортиментне пуянлатма, хушма тупăш илме май парать. Халĕ предприятири уйăхри вăтам ĕç укçи 19 ытла пин тенкĕпе танлашать. «АККОНД» хăйĕн производствине, совет саманинчи чи ăнăçлă çулсемпе танлаштарсан та, тепĕр 5 хут ÿстерме пултарчĕ», – тулли кăмăлтан палăртнă Михаил Васильевич Игнатьев.