Пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнасчĕ
Республика кунĕнче тĕп хулари «Шупашкар:500 çул» культурăпа кану паркĕнче пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕ иртрĕ. Унта районтан пирĕн ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Сурпан» фольклор ушкăнĕ хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрле çĕр-шывăмăрăн тĕрлĕ регионĕнчен (Оренбург, Самар, Тутарстан, Чĕмпĕр, Пушкăртстан, Беларуç, Эстони т.ыт.) хăнасем килнĕ уява.
Тăван халăхăмăрăн «Алран кайми» гимнне юрланă хыççăн вăйă картине тăтăмăр. Унтан республика тулашĕнчен, районсенчен килнĕ ентешĕмĕрсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине хăпарчĕç. Эпир, «Сурпанçăсем», вун иккĕн пултăмăр. Юрă-ташăпа килентернисĕр пуçне, чăваш халăх апат-çимĕçне тутанса пăхас текенсем валли пысăк хуранпа какай шÿрпи пĕçертĕмĕр. Уяв кĕрекинче – çавра çăкăр, кукăльсем, тĕрлĕ кăмпаран хатĕрленĕ тата ытти блюдăсем... Л.Трофимова сутуçă тунă кăпăкланса тăракан сăра та илĕртрĕ хăнасене. Тĕрлĕ çĕртен килнĕ нихçан курман чăвашсемпе тăвансем пек калаçрăмăр. Вĕсем Чăваш Ене килме май пулнишĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Пурте наци çи-пуçĕпе. Тăван чĕлхепе калаçрăмăр, юрларăмăр, ташларăмăр. «Пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнасчĕ, паянхи хĕлхем ан сÿнтĕрччĕ, Акатуй ирттерес ырă йăлана малашне те тăсасчĕ»,– кăмăллăн палăртрĕç пирĕнпе тĕл пулнă чух, акă, Пушкăртстанри чăвашсем.
Уявра апат-çимĕç конкурсĕнче пултаруллисене хавхалантарчĕç. Тушкилсем унта 3-мĕш вырăн йышăнса, Чăваш наци конгресĕн Дипломне тивĕçрĕç.
Уявра курмалли, вĕренмелли нумай пулчĕ. Хуçалăх ертÿçине Ю.Алексеева, «Тăвайри кооператив» потребобществăна, С.Орлова депутата спонсорла пулăшу панăшăн чун-чĕререн тав тăватпăр.