Ача-пăча сасси лайăх...
Ĕçри хастарлăхпа палăрнă çынсем сахал мар районти тĕп больницăра. Иртнĕ уйăхра професси уявĕнче медицинăра ĕçлекенсен пысăк ушкăнне тĕрлĕ наградăсем парса чыс турĕç. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине илме иккĕн тивĕçлĕ пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – Людмила Анатольевна Алексеева бухгалтер. Чĕрĕк ĕмĕре яхăн вăй хурать асăннă коллективра. Ĕçлекенсене шалупа вăхăтра тивĕçтерес тесе тăрăшать. Çĕнĕ Ишпуç хĕрĕ Ярославльти совхоз-техникумра бухгалтер дипломне илнĕ хыççăн малтан райпора, машинăпа шутлав станцийĕнче ĕçленĕ. «Ырă кăмăл-туйăмлă, ăста специалист, унра яваплăх туйăмĕ пысăк. Хăйĕн ĕç опытне çамрăксене парать», – ырăпа асăнаççĕ больницăри ертÿçĕсем.
Тăвайри Ленин проспектĕнчи 54-мĕш çуртри иккĕмĕш подъездран халĕ ирсерен Алексеевсен çемйинчен иккĕн утаççĕ больница еннелле. Аслă хĕрĕ Вера, Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне пĕтернĕскер, “Земство тухтăрĕ” программа шучĕпе тăван яла педиатрта ĕçлеме килнĕ.
Кил хуçи Николай Викторович – водитель. Çемье татулăхĕшĕн тимлесе чылай çул Çурçĕре вахта меслечĕпе ĕçлеме çÿрерĕ. Анчах сывлăхĕ хавшанине пула сипленнĕ хыççăн район центрĕнчех ĕç тупма тиврĕ ăна. Чутей каччи кÿршĕ ялти сатур хĕрпе 1982 çулта, вăтăр çул каялла, йăва çавăрнă. Çемьери ăшă хутшăнусенче чи малтан арçын ача çут тĕнчене килнĕ. Аслашшĕне сума суса Виктор ят хунă ăна. Халĕ вăл хăйĕн çемйипе Чутейре пурăнать. Оксанăпа иккĕшĕн çулталăкран иртнĕ пĕчĕк пепки, Микулай, пурне те хăй патне илĕртет.
Вăталăх хĕрĕ Валентина та, Вера аппăшĕ пекех, Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Психолог профессине алла илсе ĕçленĕ хушăрах юридически факультетра ăс пухса тепĕр дтпломлă пулнă. Тăрмăш каччипе мăшăрланнă. Икĕ уйăх каялла кăна телей кайăкĕ кĕнĕ çамрăк çемьене. Ывăлне Кирилл ят панă Капитоновсем.
Венера Тăвай шкулĕнче тăххăрмĕш класра вĕренет. Дневникри “
–Мĕн вăл сирĕншĕн телей? – ыйтрăм килĕшÿпе пурăнакан, 5 ачаллă ашшĕпе амăшĕнчен.
–Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх, ача-пăча сасси лайăх – çак юрă сăмахĕсем яланах аса килеççĕ. Çемье телейĕ – ачасенче. Вĕсене тĕрĕс çулпа илсе пырасчĕ, юрăхлă çынсем тăвасчĕ, – терĕç Николай Викторовичпа Людмила Анатольевна.
Алексеевсем пирки сăмах хускатсан, кÿршисем вĕсен ĕçченлĕхĕ, харсăрлăхĕ çинчен уйрăммăн палăртаççĕ. Ĕç хыççăн та, канмалли кунсенче те яланах яла васкаççĕ вĕсем. Уйрăмах çăва тухсан. Пысăк лаптăк çинче пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Вĕсене вĕт вăхăтра шăварса, çумласа тăмалла. Унсăрăн лайăх тухăç илеймĕн. Ытлашши продукцие сутса çемье бюджетне кăштах укçа-тенкĕ кĕрет.
Ĕçре те, канура пĕрле туслă йыш. Çуралнă куна е ытти уява пуçтарăнаççĕ – пÿрт хăйсен çемйипех тулса ларать.
–Тавах аттепе аннене, сывă пурнăç йĕркине тытса пырса пире мĕн пĕчĕкрен телейлĕ ачалăх туса панăшăн, ĕçчен, аслисене хисеплеме вĕрентнĕшĕн. Çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулччăр вĕсем, – калаçăва хутшăнса, ыттисен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ аслă хĕрĕ Вера Николаевна.