Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Асфальтлă çула сарлакалатаççĕ

2012 çулта Чăваш республикин бюджечĕн тупăш пайне 2709,6 млн. тенкĕ пысăклатма палăртнă. Çав шутран 997,1 млн. тенкĕ – хамăрăн хушма тупăшсем. Çул-йĕре пăхса тăма та укçа-тенкĕ уйăрнă.

Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев асфальтлă çулсем тивĕçлĕ шайра пулччăр тесе тăрăшать. Шупашкар – Канаш маршрутри асфальтлă çулпа килме лекрĕ иртнĕ кунсенче. Унта ĕç вĕресе кăна тăрать, çынсем асфальтлă çула сарлакалатассипе тимлеççĕ. Тĕрлĕ автомашина кĕрлет. Хăйăр, вĕт чул тата ыттине турттараççĕ. Хăш-пĕр техника сарса якатать. Эппин пирĕн республика территорийĕнче малалла каяс тесе автомашинăсем черет кĕтсе лармĕç. Сарлака çул тăрăх çитес çĕре хăвăрт çитĕç.

Тăвайсем те активлăх кăтартаççĕ иккен çÿлерех асăннă ĕç фронтĕнче, республика çулĕсем яка пулччăр тесе тимлеççĕ. «Дорстрой» тулли мар яваплăхлă обществăна В.Васильев ертсе пырать. Нумаях пулмасть ăна район пуçлăхĕ пулма шанчĕç. Хăш-пĕрисем районти асфальтлă çулсене юсаççĕ. Тăвайрине вĕçлерĕç те. Халь Тушкил ялĕн çулне тирпей-илем кĕртеççĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
06 июля 2012
00:00
Поделиться