Çĕнтерÿçĕ – Тăвай шкулĕнчен
«Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки» ятлă экологипе тĕпчев операцийĕ иртнĕ республикăра. Ăна шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрĕ, «ЧР çамрăксен экологиллĕ юхăмĕ» обществăлла организаци, «Присурский» патшалăх заповедникĕ йĕркеленĕ. Сайра тĕл пулакан чĕр чунсемпе ÿсен тăрансене тупса палăртса вĕсен йышне пĕлмелле пулнă çамрăксен.
Операци виçĕ уйăха тăсăлнă, унта ултă районти вĕрентÿ учрежденийĕсем хутшăннă. Вăрнар, Канаш, Куславкка, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне, Тăвай районĕсенчи ачасем хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки сайра тĕл пулакан тепĕр 7 тĕрлĕ ÿсен-тăранпа тата 3 чĕр чунпа пуянланнă.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн пирĕн районти Тăвайри вăтам шкулта пĕлÿ пухакан Алексей Александров çĕнтерни çирĕпленнĕ. Вăл нăрра «жук-олень» тĕпченĕ. Ăна диплом тата ЧР Хĕрлĕ кĕнекин иккĕмĕш томне парса хавхалантарнă. Çамрăк тĕпчевçе çĕнтерÿпе саламлатпăр.