Космосра иккĕн
Аллă çула яхăн каялла, 1962 çулхи августăн 11-мĕшĕнче, 11 сехет те 30 минутра «Восток–3» карап уçлăха вĕçсе хăпарнă. Ăна пирĕн чăваш каччи, Андриян Григорьевич Николаев, тытса пынă.
Орбитăна тухнă хыççăн вăл вĕçев программине пурнăçлама пуçланă. Çăмăл пулман, тĕрлĕ тĕпчевсемпе экспериментсем тума тивнĕ. Çаврăм хыççăн çаврăм тунă май космонавт хăйĕн юлташне, Павел Романович Поповича, кĕтнĕ.
Августăн 12-мĕшĕнче, 11 сехет те 02 минут та 33 çеккунтра «Восток–4» карап П.Попович космонавтпа пĕрле старт илнĕ.
Çапла тĕнчери пĕрремĕш ушкăнлă вĕçев пуçланнă. А.Г.Николаевпа П.Р.Попович медицинăпа биологи тата наукăпа техника ыйтăвĕсене татса паракан ĕçсем тунă. Космосра нумай пулни çын организмне мĕнле витĕм кÿнине, кабинăри йывăрăшсăрлăхра хăйсене епле туйнине, вĕçевĕн тĕрлĕ тапхăрĕнче ĕçлеслĕх мĕнле шайра пулнине, икĕ карап космосра чухне пĕр-пĕрне ăнланса пулăшмаллине, карапсен пайĕсен, уйрăмах çын пурнăçĕн хăрушсăрлăхне упракан системăсен шанчăклăхне кăтартса панă хăйсен вĕçевĕпе Андриян Григорьевичпа Павел Романович.
«Восток–3» тата «Восток–4» карапсен космонавчĕсем аппаратăн борт системисен ĕçлеслĕхне тĕрĕсленĕ. Иккĕшĕн хушшинчи тата Çĕр çинчи станцисемпе çыхăну йĕркеленĕ, харпăр хăйне медицина енĕпе контролленĕ, пульс таппине, епле сывланине, шава, чĕтретнине, йывăрăшсăрлăха мĕнле чăтнине, апат çиеслĕхе тĕрĕсленĕ, кинокадрсем тунă.
Иккĕмĕш талăк вĕçленнĕ. Андриян Григорьевичпа Павел Романович ушкăнлă вĕçеве вĕçлеме хатĕрленнĕ.
1962 çулхи августăн 15-мĕшĕнче 9 сехет те 39 минут та 59 çеккунтра А.Николаев космонавт «Восток–3» карапран уйрăлнă. Караганда облаçĕнчи Каркаралинск хули çывăхне анса ларнă. Çав кунах, 9 сехет те 59 минутра, Караганда облаçĕнчи Атасу поселокĕ патĕнче П.Поповича кĕтсе илнĕ. Андриян Григорьевич – вĕçевре 94 сехет те 09 минут та 59 çеккунт, Павел Романович 70 сехет те 43 минут та 48 çеккунт пулнă.
Ушкăнлă вĕçев 70 сехет те 23 минут та 38 çеккунта тăсăлнă, 1 миллион та 975 пин те
Кайран ку вĕçев çинчен кĕнекесем те кăларнă. «Космосра – иккĕн», «Космосра – Николаевпа Попович» тата ытти ятлисем. Космоспа интересленекен çамрăксем вĕсемпе паллашма пултараççĕ. Унта космосра ÿкернисем, калаçусем тата ытти те пур. «Правда» хаçатра çав çулсенче космоса епле тĕпчени пирки çырнине те вулама пулать. Д.Мамлеев тата М.Черненко ĕçленĕ асăннă кĕнекесемпе.