Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кĕрхи тулă çапаççĕ

Морякова хресчен фермер хуçалăхĕнче пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 600 яхăн гектар йышăнаççĕ. Икĕ-виçĕ кун каялла унта та пăр тапранчĕ темелле.

Çăлпуç ялĕ çывăхĕнчи кĕрхи тулă пуссинче “Палессе” çĕнĕ комбайн майĕпен шăватчĕ. Çÿллех пулайман ĕнтĕ асăннă культура, çитĕнтернине вара пухса кĕртмеллех. Алексей Игнатьев ĕçлеттерет уй-хир “карапне”. Ăна Владимир Борисов пулăшать. Виталий Павлов водитель турттарса тăрать пухнă тулла.

Эпир ĕççипе интересленнĕ самантра А.Моряков управляющи килсе çитрĕ.

–Çĕр ĕçченĕсен кăмăл-туйăмĕпе кăсăкланатăр-и. Вырмана икĕ кун каялла тухрăмăр. Кунта тулă 120 гектар йышăнать. Унтан урпа, çурхи тулă, сĕлĕ черет кĕтет. Тепĕр виççĕн тырра алласа тасатассипе вăй хураççĕ. Пурĕ хальлĕхе 8 çынна хутшăнтарнă ĕççие. Тÿлев хăйсем мĕнле ĕçленинчен килнине пĕлеççĕ вĕсем, тăрăшаççĕ. Лару-тăру хальлĕхе аптăрамасть, çумăр кăна ан çутăр, – хăйсен ĕмĕт-тĕллевĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ Андрей Николаевич.

Чăрмантарас килмерĕ урăх çĕр ĕçченĕсене, малашлăхра ăнăçу сунса сывпуллашрăмăр вĕсемпе.



"Ял ĕçченĕ"
03 августа 2012
00:00
Поделиться