Тушкилсем тăрăшса ĕçлеççĕ
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Егорович Васильев “Шимкусский” ЯХПКра ĕçлĕ лару-тăру мĕнле шайра пулнипе кăсăкланчĕ иртнĕ ытлари кун, хăш-пĕр ĕçченсемпе курса калаçрĕ. Унпа пĕрле АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Владимир Алексеевич Ванерке тата тĕп специалисчĕ Елена Александровна Михайлова пулчĕç.
Выльăх витисене хĕле мĕнле хатĕрленине тĕрĕслесси пуçланнă май малтан Тушкилти ĕне фермине çитсе куртăмăр. Территорие май килнĕ таран тирпейлеме тăрăшнă. Кивĕ витерен инçех те мар çĕннине тăвасшăн иккен тушкилсем. Унта 200 пуç ĕне вырнаçмалла, никĕсне ярса пĕтернĕ. Грачев хресчен фермер хуçалăхĕнче тăрăшакан “Строитель” тулли мар яваплăхлă обществах вăй хурĕ Тушкилте те. Тимĕр конструкцисене çывăх кунсенче илсе килсе лартма пуçлассине пĕлтĕмĕр.
Паянхи куна тушкилсем пĕр условнăй ĕне пуçне 18,1 центнер апат единици хатĕрленĕ.
Пирĕнтен инçех те мар “ДТ–75” маркăллă трактор сенаж шăтăкĕнчи симĕс апата сапаласа якататчĕ. “Икĕ эрне ĕçлетпĕр ĕнтĕ кунта, кĕçех вĕçлетпĕр шăтăка тултарассине. Пĕр пин тонна сенаж кĕрет кунта. Çулла нумайрах выльăх апачĕ хатĕрлесен, хĕлле аван пулĕ”, – тет Юрий Иванович Николаев тракторист. Вăл хăйне шанса панă техникăна чăрмавсăр ĕçлеттерме тăрăшать.
Ĕне фермин заведующийĕ Геннадий Николаевич Петров кунти коллектив ĕçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Тушкилсем мăйракаллă шултра выльăх пурĕ 350 пуç пăхаççĕ. Çав шутран 211-шне сăваççĕ. Пĕр ĕне пуçне çичĕ уйăхра
–Сăвăмăн пĕр талăкри кăтартăвĕ мĕнле, – ыйтрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев.
–11 килограмм,– пулчĕ кĕскен хурав. Районĕпе вара пĕр ĕне пуçне талăкра
Фермăра Н.Степанова, Ю.Абрамова, А.Чернова, Н.Николаева операторсем малашлăха шанса ĕçлеççĕ. Вĕсене Е.Георгиева улăштарать.
В.Алексеевпа Т.Дашкина кĕтÿçсем илсе çÿреççĕ ĕнесене. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев тĕрлĕ сĕнÿ пачĕ, выльăх пăхакансене çăмăл мар ĕçĕнче ăнăçусем сунчĕ, ун хыççăн тепĕр тĕл пулăва васкарĕ.
Эпир вырма ĕçĕпе те паллашма тĕллев тытрăмăр. Тушкил ялĕн тĕп урамĕн вĕçĕнчи ана çинче иккен «ĕç фрончĕ». “Шимкусский” ЯХПК ертÿçи Ю.Алексеев та унта. “Кĕрхи культурăсен калчисем начар хĕл каçрĕç. Кунта ыраш
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Ванерке çунтармалли-сĕрмелли материалсем, тырра алласа тасатакансем, çĕнĕ вите тăвасси тата ытти ĕçсем пирки ыйтса пĕлчĕ унран.
Çав вăхăтра ыраш ани пуссинче çутă симĕс тĕслĕ комбайн çаврăм хыççăн çаврăм турĕ. В.Алексеев комбайнерпа ăна пулăшакан А.Дубровин çитĕнтернĕ тырра тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тимлеççĕ. Комбайн хыççăн юлнă улăма Н.Константинов механизатор пресс-подборщикпе рулонласа пырать.
Кунти уй пушанать те çапла, теприн çине куçаççĕ çĕр ĕçченĕсем. Çитĕнтернĕ тухăçа, ăшă кунсемпе усă курса, кĕске срокра, тăкаксăр пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ ял çыннисем.