Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Уява – спорт ăмăртăвĕсемпе

Нумаях пулмасть Сывлăш-çар десанчĕ тата Тинĕс-çар флочĕ хăйсен профессиллĕ уявĕсене паллă турĕç. Асăннă подразделенисенче службăра тăнисем çак уявсене пĕрле пухăнса, тĕрлĕ вăйăсемпе спорт ăмăртăвĕсем йĕркелесе ирттерчĕç.

Акă Ураскасси ялĕнчен тĕрлĕ çулсенче Валерий тата Владимир Никифоровсем, Леонид Иванов, Александр Михайлов, Константин Григорьев службăра флотра пулнă. Çар профессийĕн уявĕ çитсенех ялта Тинĕс-çар флотĕнче службăра пулнисене чысласси йăлана кĕнĕ. Кăçал та моряк пулнă çамрăксемпе ялти яшсем В.Никифоровсен килĕ умне пухăннă хыççăн пурте пĕрле пĕве хĕррине çул тытрĕç. Çамрăксем гитарăпа выляса юрăсем юрларĕç, турник çинче туртăнса, алăсем çине тĕренсе кĕлеткене çĕклессипе, ал вăйĕ виçессипе, кире пуканĕ çĕклессипе вăй-хала тĕрĕслерĕç. Тинĕспе туслисем пур енĕпе те маттур пулчĕç. Çамрăксем çур çĕрчченех кăвайт умĕнче калаçса ларчĕç, пухăннисене службăпа çыхăннă аса илÿсемпе паллаштарчĕç. Ташларĕç те, фейерверк та ячĕç. Çамрăксене çак уява йĕркелеме В.Никифоров моряк пулăшрĕ, хăех спонсор пулчĕ.



"Ял ĕçченĕ"
07 августа 2012
00:00
Поделиться