Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Пĕр урамри стройкăсем

Чутей ялĕнчи Ленин урамĕ – тĕп урам. Кунта маршрутлă автобус та кĕрсе çÿрет, ытти машинăсем те асфальтлă çулпа чупаççĕ. Тĕп урамра суту-илÿ точкисем, ытти хăш-пĕр объектсем вырнаçнă. Кунта пурăнакансем те хăйсен çурт-йĕрĕсене, хуралтисене лайăхлатса пыма тăрăшаççĕ. Çынсем – кашни пăртакçă строитель. Акă, çак урамра пурăнакан Сергей Викторовичпа Людмила Арсентьевна Белкова керамблокран çурт хăпартса лартрĕç хăйсен укçи-тенкипе. Çивиттине хĕрлĕ профнастилпа витрĕç. Пысăк та хăтлă çурт пулать вĕсен. Маччине сарнă, чÿречисене лартнă. Майĕпенех пурăнма та кĕрĕç-ха унта. Упăшки республика тулашне ĕçлеме çÿрет пулсан, арăмĕ районти тĕп больницăра ĕçлет. Виçĕ ача вĕсен. Аслă хĕрĕ нумаях пулмасть ашшĕ-амăшне мăнук парнелерĕ. Белковсем яла аталантармалли социаллă программăпа килĕшÿллĕн пулăшу илме черетре тăраççĕ.

Çак урамрах Евгений Янбашев çамрăк та çурт лартма никĕс ячĕ. Вăл хăй çуралса ÿснĕ килĕпе юнашарах вырнаçма шутларĕ.

Ленин урамĕнчех, магазин çывăхĕнче, Петр Валерьевичпа Алена Юрьевна Ивановсем те пулас çурт никĕсне хывнă. Нулевка та турĕç. Çамрăк çемьен пĕр ача. Çурт лартса, ачасем çуратса пуласлăхшăн тăрăшаççĕ çынсем. Строитель кунĕ çитнĕ май, çакна уйрăммăнах палăртас килчĕ.

 



"Ял ĕçченĕ"
10 августа 2012
00:00
Поделиться