Çăл – пурнăç тыткăчи
«Ял ĕçченĕ» хаçатра «Виçĕ çăл» статьяна вуларăм та шухăша кайрăм. Ара, Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче те, эпĕ астăвасса, 4 çăлччĕ. Шел те, тивĕçлипе пăхса тăманран вĕсем типсе пыраççĕ.
Акă çав çăлсенчен пĕри – Аслă урамра (Горький урамĕ), Никонор Данилов пахчи çумĕпе юхса выртать. Чи вăйлă çăлччĕ вăл. Тен, ял та çак вырăнтан хунама пуçланнă. Кулленхи пурнăçра çынна чи кирли ĕçмелли шыв вĕт. Халăх вăйĕпе çăл тухакан вырăна аслăлатса тахçан йывăç хăвăл лартса хăварнă. Хăвăлтан юхса выртакан шыва валашка тăрăх юман таканана антарнă, унтан – кĕпе чÿхемелли таканана. Пĕтĕм ял хĕрарăмĕ кунта кĕпе-тумтир, вырăн таврашне чÿхеме çÿренĕ. Çавах та çулсем иртнĕçемĕн çăл начарланса пычĕ, шыв валак айккипе çул тупрĕ. Ял канаш ĕçтăвкомĕн председателĕ Е.Альфонс 1977 çулта çăла çынсене тара тытсах юсаттарчĕ. Е.В.Казаков, А.Е.Альфонс, Иван Фирсов, Виталий Васильев тата ыттисем ĕçлерĕç. Вĕсем çĕрсе пĕтнĕ хăвăла кăларса тимĕр кăшăлпа улăштарчĕç, шыва пăрăх тăрăх юхса тухмалла турĕç. Кĕпе чÿхекенсем валли хÿтлĕх туса пачĕç, тăррине витсех.
1979 çултан совхоза Василий Степанов ертсе пыма тытăнчĕ. Пуянкасси ялĕсемшĕн питĕ нумай тăрăшрĕ вăл, ясли-сад, совхоз шучĕпе пурăнмалли çуртсем, ферма витисем, хăмла комплексĕ тата ыттине те турĕç, ырă ят хăварчĕ хăй хыççăн. Вăл пулăшнипе кĕпе чÿхемелли çĕрĕшнĕ валашкана тимĕр бетонлипе улăштарчĕç.
Анчах çулсем иртрĕç. Вăхăтра пăхса тăманнипе çăл шывĕ каллех айккипе тарма тытăнчĕ. Чÿхемелли валашка çине вăл питĕ çинçен кăна юхать. Пысăкрах япаласене чÿхеме чĕр нуша. Хÿтĕленме тунă сарай çĕрĕшсе чалăшрĕ, халь-халь ишĕлсе анасла. Çăл шывĕ халиччен ял-йыш чавса тунă кÿлле юхнă пулсан, халĕ çынсем çăлран аяларах çÿп-çап тăкма тытăнчĕç. Аслă çăл мĕскĕнле, хуçасăрла курăнакан пулчĕ. Ĕмĕрсем хушши юхакан çăл шывне типме парас марччĕ. Вĕт ялта кĕпе чÿхемелли пĕртен-пĕр вырăн ку.
Иккĕмĕш çăл Николаев ячĕллĕ урамра, Филипп Порфирьев тĕлĕнчен юхса тухнă. Ĕлĕк кÿлĕсем те пулнă çăл шывĕн çулĕ çинче, вĕсенче хур-кăвакал ишнĕ. Тăвайккирен кивĕ лаша вити патне юхса анатчĕ унăн шывĕ. Кÿлĕрен касулла ĕнисем шыв ĕçетчĕç. Халь çав кÿлĕ типсе ларчĕ.
Лаша вити çывăхĕнче тепĕр çăл та пурччĕ. Шывĕ çĕр айне хунă пăрăхпа пысăк тимĕр таканана пухăнатчĕ, унтан кĕпе чÿхемелли валак çине юхатчĕ. Халь çав çăл типнĕпе пĕрех. Ĕлĕк сăра тунă чух чÿлмекрен ăсла юхнă пек аран шĕпĕртетсе ларать.
Виççĕмĕш çăл Вестăр Микули кил хуçалăхĕнчен инçе мар. Çав вырăнта, эпĕ астăвасса, сысна фермиччĕ. Çăл вăйлă тапатчĕ, пура антарнăччĕ шала. Шывĕ артель çырмине юхса анатчĕ. Унта кÿлĕ те чавнăччĕ. Çăлĕ те начарланчĕ, кÿлли те юшкăнпа тулчĕ.
Тăваттăмĕш çăл – Тутар урамĕнче. Икĕ çырма хушшине çĕнĕрен уйрăлса тухакан кил хуçалăхсене çĕр уйăрса панă. Çав урамра пурăнакансем тарăн çырма вĕçне çăл тухакан вырăна тараса чавнăччĕ, йывăç хăвăл янăччĕ. Хĕлле, юр хÿтерсе лартсан, çырмана анса ухма тем кирлĕ мар. Василий Степанович 1981 çулта яла шыв пăрăхĕсем кĕрттерчĕ, колонкăсем ларттарчĕ. Çынсем колонкăсенче шыв çук чухне каллех çырма тĕпĕнчи тарасана аса илеççĕ. Ăна пĕтме памалла мар.
Районти çут çанталăка сыхлакан комитета В.Н.Павлов ертсе пынă çулсенче районти ялсенчи, уйсенчи çăлсен паспортне тума тытăннăччĕ. Çавна май çăлсене тасатса, типтерлесе тăрассипе тимлетчĕç. Уйри çăлсемпе утçи, вырма вăхăтĕнче çынсем анлă усă курнă. Кашни пĕчĕк çăла тасатса касмăк хăвăл та пулин лартма тăрăшнă ăслă ватăсем. Пуянкасси ялĕсем çырма-çатраллă вырăнта лараççĕ çав. Мĕн ятлă çырма çук тăр кунта?
–Ĕне кашши (каççи сăмахран пуль), Шĕнер, Утар çырми, Сахрун çăлĕ, Сăхăт, Упа çырми, Хурми çырми, Нÿхреп çырми тата ытти те. Çав çырмасенчен кашнинче 3-4 çăл. Анчах пăхса тăманнипе çав çăлсем типсе пыраççĕ. Çав ĕçсене ял тăрăх администрацийĕн йĕркелесе пымалла пек.
Чылай çул каялла ял Совечĕ тарасасем тутарнă. Пирĕн ялта та 6 тарасана çитнĕччĕ. Аслă урамри тарасана Элпуç ял Совечĕн председателĕ Илья Горностаев тутарнăччĕ «Пуянкасси ун чухне Элпуç ял канашне кĕнĕ». Çав тараса пури çĕрĕшнĕ, шывĕ таса мар тухать. Çапла ялти 6 тарасаран иккĕшĕ кăна тăрса юлнă, вĕсене те çĕнетмелле. Горький урамĕнче пурăнакансене тараса кирлех. Колонкăсенче вĕт шыв пулман самантсем те сиксе тухаççĕ. Çын вара шывсăр пĕр кун та пурăнаймасть. Ман шутпа, ял тăрăхĕнче ĕçлекенсен, депутатсен çынсен нуши-хуйхине, вĕсене мĕн пăшăрхантарнине пĕлсе тăмалла.
Иртнĕ çул ялта фельдшер пунктне тума тытăнчĕç, хура кĕр çитсен. Хĕлĕпе ĕçлерĕç, март уйăхĕнче туса пĕтернĕ тесе, ĕçлеме кĕрчĕç. Япалана, тăвас-тăк, вĕçне çитиччен, тĕплĕ тумалла, ал-хапăл туни хăвăрт юхăнать. Фельдшер пункчĕн çуртне вара паянхи кун та туса пĕтермен. Çурт тавра отмосткă туман, карта тытса çавăрман, шала шыв кĕртмен, тротуар туман. Комисси членĕсем мĕнле куçпа пăхса йышăннă объекта? Юлнă ĕç çине юр çăвать тесе ахальтен каламан ĕлĕк (кая юлсан каю шăтать тени те çавнах пĕлтерет). Стенасен штукатуркине шалтан пахалăхлă тăвайман. Патшалăх, халăх укçине шывпа юхтармалла мар ĕнтĕ. Çав çитменлĕхсене тепĕр хĕле кĕриччен хăварас марччĕ.