Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Уй-хирти ĕçсем

Кăçал районти хуçалăхсен пурĕ 12048 гектар çинчи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртмелле, çак шутран 2220 гектарĕ – кĕр тыррисем. Çурхи тĕш тырă культурисем 9828 гектар йышăнаççĕ. Районта вĕсене пухса кĕртме 44 тĕш тырă комбайнĕ пур, хальхи вăхăтра 32-шĕ уйра ĕçлет. Пĕр комбайн пуçне 273 гектар тивет.

Ку вăхăт тĕлне пурĕ 4820 гектар (40,1 процент) тырă вырса пухнă, 8198 тонна çапса илнĕ. Вырмара Ленин ячĕллĕ ЯХПК, “Акконд-агро фирма” ХАО уйрăмах кал-кал ĕçлеççĕ, вĕсем пухса кĕртмелли лаптăкăн чылай пысăк пайне çапса тĕшĕленĕ. “Чутеевский”, “Шимкусский” ЯХПКсем те тăрăшаççĕ.

Районĕпе тыррăн вăтам тухăçĕ хальлĕхе 17 центнерпа танлашать. Уйрăм хуçалăхсен вăл пысăкрах. Тĕслĕхрен, “Акконд-агро фирма” обществăн – 22,8 центнер, “Шимкусский” ЯХПК-н – 17,8 центнер.

Вырма хĕрсе пынă вăхăтрах çĕр ĕçлекенсем 2013 çулхи тур-пул никĕсне хывассипе те тимлеççĕ, кĕрхи тĕш тырă культурисем акма çĕр хатĕрлеççĕ. Районĕпе вĕсене 3510 гектартан кая мар акма палăртнă пулсан, ку вăхăт тĕлне 3466 гектар (84,3 процент) çĕр кăпкалатса хунă. Ку тĕлĕшпе Н.В.Морякова (250 гектар), В.В.Николаев (200) хресчен фермер хуçалăхĕсем, “Акконд-агро фирма” общество (350), “Чутеевский”, “Дружба” (130-шар гектар ытла) ял хуçалăх кооперативĕсем уйрăмах тăрăшуллă.

Çăмăллатнă хакпа тивĕçтерекен дизтопливăна турттарса тухассипе те малалла ĕçлеççĕ ялта тавар туса илекенсем. Ку уйăхра ăна пурĕ 119 тонна кÿрсе килмелле. 2012 çулăн иккĕмĕш çур çулĕнче льготăллă дизель топливипе «Лукойл-Волганефтепродукт» УАО оператор пулса тивĕçтерет.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче районта уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе ЧР ял хуçалăх министрĕн çумĕ Э.Александров та паллашрĕ, пилĕк-ултă хуçалăха çитсе курчĕ. Эдуард Валентинович хуçалăхсем хушшинче пĕр-пĕрне тĕш тырă комбайнĕсемпе тырă çапса пулăшассине йĕркелеме сĕннĕ.

Министр çумĕ çавăн пекех Кармалта 200 пуçлăх ĕне вити тăвасси мĕнле пынипе тата “Дорстрой-агро” обществăра выльăх-чĕрлĕх фермине реконструкцилессипе паллашнă.

 



"Ял ĕçченĕ"
17 августа 2012
00:00
Поделиться