Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Усăллă микробсем тата дисбактериоз çинчен

Дисбактериоз ăнлав пыршăлăхри тĕрлĕ микроб хисепĕ çитменнине е вĕсем пĕрешкел шайлашура пулманнине пĕлтерет. Ăсчахсем палăртнă тăрăх – этем организмĕнчи пыршăсенче икĕ килограма яхăн микроб пурăнать. Усăллисем – бифидобактерисем, лактобактерисем, бактероидсем, тăрăхла бактерисем ача çуралнă чухнех унăн организмне вырнаçаççĕ.

Çыннăн пыршăлăхĕнче усăллă микробсем, бифидобактерисем, лактобактерисем тата ыттисем апата шăратма хутшăнаççĕ, çу ылмашăвне витĕм кÿреççĕ, В, К ушкăнсенчи витаминсене, фоли тата никотин кислотисене ирĕлтерме тата хатĕрлеме пулăшаççĕ, аллергипе кĕрешеççĕ, иммун тытăмне çирĕплетеççĕ.

Усăллă микробсен паха енĕ – канцерогенсен е усал шыççа яракан япаласен шайне чакарма пултарни, онкологи амакĕ аталанассине пĕчĕклетни.

Сывă çыннăн ăшĕнче усăллă тата патогенлă микроорганизмсем çураçулăхра пурăнаççĕ. Шел те, кунашкал лару-тăру самантрах пăсăлма пултарать, ун пек чухне иккĕмĕшсем пушă вырăна йышăнса ĕрчесе каяççĕ, çапла вара микрофлорăн хисеп тата пахалăх тĕлĕшĕнчи йĕркеллĕ тытăмĕ пăсăлать. Патогенлă флорăна аталанма май паракан хутлăха дисбактериоз теççĕ.

Тухтăр практикинче кунашкалли çĕнĕлĕх мар. Ачалăх ÿсĕмĕнчисене вар-хырăм пăсăлни, диатез аптратать, аллерги канăçсăрлантарать. Çитĕннисен операци хыççăн, хими терапийĕ витĕр тухсан, чылай вăхăт гормон терапийĕпе сипленсен иммун тытăмĕ хавшанипе асăннă симптом вăй илет.

Клиника тĕлĕшĕнчен дисбактериоз хăй пирки тĕрлĕрен систерет. Малтанхи палăрăмсем – вар-хырăм ĕçĕ пăсăлни: вар витти, сайра-хутра вар хытни, хырăм кÿпĕнни, карăнса кайни, пăкăртатма тытăнни, какăрттарни тата çăвартан ырă мар шăршă кĕни. Унсăр пуçне ытти чухнехи апата çисен те аллерги тухма пултарать, температура хăпарать. Кусем – дисбактериоза пула амаланнă вар-хырăм чирĕсен палăрăмĕ.

Дисбактериозран профилактика тăвас тата унран ăнăçлă сипленес тесен иммунитета çирĕплетмелле, микрофлорăна йĕркене кĕртмелле тата ăна хускатакан чиртен хăтăлмалла.

Чи малтанах – сывă та тутлăхлă, клетчаткăпа пуян пахча çимĕçпе улма-çырларан тăракан апатлану. Консервланипе иртĕхмелле мар. Антибиотика препарачĕсене тухтăр сĕнмесĕр ĕçме юрамасть. Эрех-сăрана сивлемелле, асра тытăр: алкоголĕн пĕверти метаболизмне пула пыршăлăх микрофлорине аркатакан наркăмăш йĕркеленет, вăл чăннипех сиенлĕ.

Хумханни, кăмăлсăрланни иммунитета хавшатать, дисбактериоза хускатать.

Сĕт юр-варĕ усăллă: бифидок, бифилюкс тата ытти, вĕсем дисбактериозран асăрханмалли шанчăклă мел шутланаççĕ. Пăтă, пахча çимĕç çиме тăрăшăр – клетчаткăпа тата пысăк молекулярлă сахăрпа пуян. Рационта вĕрилле хатĕрленĕ çимĕç тĕп вырăн йышăнмалла. Ытлашши çини сиенлĕ.

Юрса пĕçернĕ пылак çимĕç организмра хăвăрт ирĕлет, паллах. Анчах кунашкал апат йÿçеклĕхе ÿстерет, урăхла каласан дисбактериоза ярать.



"Ял ĕçченĕ"
17 августа 2012
00:00
Поделиться