Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Малалла аталантармалла

Вак тата вăтам бизнес – пурнăçа аталантарма май паракан пысăк фактор. 2012 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта вак предпринимательлĕхĕн 417 субъекчĕ ĕçленĕ, çав шутран 66 пĕчĕк предприяти тата 351 индивидуаллă предприниматель.

Чăннипе вак бизнес районта экономикăн пур отрасльне те витĕм кÿме тытăннă: ял хуçалăхĕнче вăл 34,8 процент йышăнать, суту-илÿпе обществăлла апатланура – 24,2, промышленноçра – 7,6, строительствăра – 6,1, ытти предприятисенче – 27,3 процент. Вак предприятисенче ĕçлекенсен хисепĕ пĕлтĕрхи ку вăхăтринчен 5,6 процент ÿснĕ, халĕ вĕсенче пурĕ 886 çын тăрăшать. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта вак предпринимательлĕх ĕçченĕсем пурĕ 218,3 миллион тенкĕлĕх (пĕлтĕрхинчен 15,6 процент ытларах) тавар тиесе ăсатнă.

Вак бизнесран вырăнти бюджета налук тупăшĕ çулленех тикĕс кĕрсе тăрать. Унăн тÿпи ÿссе пырать. Кăçалхи 6 уйăхра та вăл район бюджетне иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 4,1 процент ытларах кĕнĕ. Вак бизнесра ĕçлекенсен вăтам ĕç укçи 12,8 процент пысăкланнă, халĕ вăл 8650 тенкĕпе танлашать.

Районта 74 хресчен фермер хуçалăхĕ. Хальхи вăхăтра ял хуçалăх продукцийĕн 30 процентне ытла (çынсен харпăр хăй кил хуçалăхĕсенче туса илнине шутламасăр) вĕсем туса илеççĕ. Тăватă-пилĕк çул каялла ку кăтарту 15 процентран та пĕчĕкрехчĕ.

Çулталăк вĕçлениччен районта 7 инвестици проектне ĕçе кĕртнипе 62 çĕнĕ ĕç вырăнĕ туса хума палăртнă. Çак шутран ял хуçалăхĕнче (”Дорстрой-агро” общество, Грачев, Илларионов, Федоров хресчен фермер хуçалăхĕсем), туризмпа кану сферинче (Восторгин, Дмитриев предпринимательсен хуçалăхĕсем), услугăсем парассипе (Иванов предприниматель автомойки) 1 инвестици проектне ĕçе кĕртеççĕ.

“Кубнинский” агрофирма” тата “Буяново” тулли мар яваплăхлă обществăсенче çĕвĕ цехĕсем уçăлнипе 29 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хушăнĕ.

Çапах та паянхи куна районта вак тата вăтам предпринимательлĕх кирлĕ пек хăвăрт аталанса пырать теме çук-ха. Уйрăмах çакă строительствăра палăрать. Районта строительствăпа монтаж ĕçĕсен калăпăшĕ çуллен ÿссе пырать пулин те, вырăнта конкурентлă строительство организацийĕсем çук пирки, вĕсене ытти районсемпе хуласенчи вак тата вăтам бизнес субъекчĕсем пурнăçлаççĕ.

Районта вак тата вăтам бизнес малалла аталанни питĕ кирлĕ, уйрăмах промышленноçра, çул хĕрринчи сервис тата ял хуçалăх продукцине ĕçлесе хатĕрлекен сферăсенче. Çаксене пурнăçа кĕртме чăрмавсем çук, мĕншĕн тесен район администрацийĕ пĕр-пĕриншĕн усăллă условисемпе район экономикине инвестици хывма тата хăйĕн бизнесне аталантарма кăмăл тăвакансемпе пуринпе те килĕштерсе ĕçлеме хатĕр.



"Ял ĕçченĕ"
21 августа 2012
00:00
Поделиться