Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сывлăх пирки пурин те шухăшламалла

Кулленхи ĕçрен хăпайман, кил хуçалăхшăн, çемьене тăрантас тесе тапаланакан çыннăн сахал мар чух хăйĕн сывлăхĕ пирки шухăшлама вăхăт та юлмасть. Çавна май эпир хамăр сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерейместпĕр, вăхăтра тивĕçлĕн сипленейместпĕр, чире сахал мар чух ура çинчех ирттеретпĕр.

Организм вара çакна каçармасть. Кăшт шăнсанах чирлеме тытăнатпăр. Çывăрса тăранманнине, тăтăш стрессене пула организм хăвăрт хавшать, çын туххăмра ывăнакан пулать. Юлашкинчен çын пăшăрханмалла диагнозпа больницăна лекет. Çапла кулянмалла ан пултăр тесен, çулталăкра пĕрре сывлăха тĕрĕслеттерме кашни çыннăн вăхăт тупмаллах. Сывлăха кайран укçа парса илеймĕн, ун пирки çамрăкран шухăшламалла.

Хăвăра япăх туйсанах врач патне каймалла. Вăл сире больницăна хурсах сиплемелле тесе шутлать пулсан, сипленмеллех. Кайран санаторисенче сипленнин витĕмĕ пысăк.

Ачасен сывлăхĕ те кулленхи тимлĕхре пулмалла. Вĕсем валли республика территорийĕнчех çак санаторисем пур: “Лесная сказка”, “Солнышко”, “Чайка”, “Надежда”, “Агроздравница”, “Грязелечебница”, “Утес” тата ытти те. Ачапа амăшĕ “Мать и дитя” санаторире сывлăха çирĕплетме пултараççĕ. Санаторисем республикăри экологи тĕлĕшĕнчен таса зонăсенче вырнаçнă.

Ачасен сывлăхне санаторисенче çирĕплетес пур ыйтупа та районти тĕп больницăри ача-пăча врачĕпе канашлама сĕнетпĕр.



"Ял ĕçченĕ"
21 августа 2012
00:00
Поделиться