Тĕп сăлтавсенчен пĕри – ĕçкĕ-çикĕ
Кăçалхи çичĕ уйăхра пирĕн район территорийĕнче преступленисен шучĕ 16 процент чакнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 94 преступлени регистрациленĕ пулсан, кăçал – 78.
Преступлени çулĕ çине тăратакан тĕп сăлтавсенчен пĕри – эрех-сăрапа айкашни. Пĕлтĕр 16 тĕслĕх тупса палăртнă пулсан, 2012 çулхи январь-июль уйăхĕсенче 37 çынна айăпланă. Куратпăр, ÿсĕр пуçпа тунă преступленисен хисепĕ ÿснĕ. Алкоголизм çулне пÿлес тĕлĕшпе полици уйрăмĕн ĕçченĕсем ял тăрăхĕсенчи профилактика субъекчĕсемпе пĕрле ăнлантару ĕçне хутшăнаççĕ. Анчах та ку çителĕксĕр. Кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма тăрăшмалла.
Асăннă тапхăрта йĕркелĕхе пăснăшăн 560 çынна явап тыттарнă. 77700 тенкĕ штраф тÿлеттернĕ. Çав шутра 118 çын тĕлĕшпе миравай судра пăхса тухса тивĕçлисене айăпланă. Право йĕркине 83 хĕрарăм пăснă. Алкоголь продукцийĕ сутнăшăн 8 çынна законпа килĕшÿллĕн тăрă шыв çине кăларнă.