Вĕсем ялтах телейне тупнă
Харпăр хăйĕн ялĕ илемленсех пырсан кам савăнмĕ( Манăн та çакăншăн чун хĕпĕртет.
Ĕлĕкхипе танлаштарсан, Нÿшкассинче хуларинчен пĕртте кая мар халь. Асфальтлă çул ялах çитет. Ун тăрăх автобус çÿрет, пурĕ 8 рейс тăвать. Канаша, Вăрмара, вырсарни кун Шупашкара та ялтанах ларса кайма пулать. Икĕ суту-илÿ çурчĕ пур. Кирлĕ тавара Нÿшкассинче те туянма пулать. Сентресем çинче мĕн кăна çук пулĕ, укçу çеç пултăр. Телевизор, компьютер, телефон, Интернет çинчен каламастăп та, вĕсемпе халь кашни ача усă курма пĕлет. Хĕрарăмсен ĕçĕсем çăмăллансах пыраççĕ. Газ пур кил хуçалăхсенче. Çăмăл машинăсем кашни виççĕмĕш килтех, ĕлĕк велосипед та пулман çынсен. Нÿшкассинче те икшер хутлă çуртсем хушăнсах пыраççĕ. Халь ял халăхĕ шыв киле кĕрессе кĕтет. Ĕçе пуçăннă, тăрăшаççĕ. Çынсем айккинче юлман, шыв кĕртес ĕмĕте пурнăçлама 10-шар пин тенкĕ панă. Тăрăшни харама ан кайтăрччĕ- çеç. Çĕнĕ клубпа та савăнтарасшăн-ха пире, ăçта лартмалли вырăнне тупаймарĕç пулас. Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан çĕнĕ клуба та кĕрсе курăпăр. Çут касси урамĕнче çул тăваççĕ. Кĕркунне пылчăк çăрса тертленмĕ ĕнтĕ халăх. Ял çĕнелсе пырасси çамрăксенчен те нумай килет.
Эпĕ Йĕпреç районĕчи Çĕнĕ Кĕлĕм кассинче ÿснĕ, ун чухне ялта 43 килччĕ. Сахал тетĕр-и. Сахал, анчах йышлă пулнă. Халĕ вара тăван яла каятăп та чун хурланать, 17 кил хуçалăхра кăна çын пурăнать. Çăра çĕмĕрт йывăççисем айĕнчен мĕскĕннĕн курăнаççĕ ыттисем. Хапхисем ишĕлнĕ, мăрйисенчен сĕрĕм тухмасть, ял пĕтсех пырать...
Нÿшкассинче вара çавнашкал хăрушлăх çук. Çамрăкланса-çирĕпленсех пырать пирĕн ял. Каччăсемпе хĕрсем хаваспах юлаççĕ тăван вырăна, çĕнĕ пÿртсем пĕринчен тепри илемлĕрех çĕкленеççĕ.
Ялти Гурьевсен çемйи пирки сăмах хускатас килет. Галина Павловнапа Владислав Николаевич мăшăрланса 7 ача "виçĕ ывăл та тăватă хĕр" пăхса çитĕнтернĕ, 33 çул пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса, килĕштерсе пурăнаççĕ вĕсем. Галина Павловна, 30 çул Канашри депора вăй хурса, тивĕçлĕ канăва тухнă. Арçыншăн та çăмăл мар çак ĕç. Анчах Г.Гурьева тăрăшнă, утнă, чăтнă. Хисеп грамотисем пĕрре çеç мар илнĕ. Çав вăхăтра упăшкипе пĕрле колхозри ĕçсене те хутшăнма ĕлкĕрнĕ. Утă пуçтаратчĕç çемйипе, кăшман çумлатчĕç. Хĕрарăм еплерех çирĕп чăтăмлă пулнине Турă кăна пĕлет пуль.
Вĕсен виçĕ ывăлĕ те салтака юрăхлă пулнă. Гурьевсем службăра пулнă вырăнсенчен ашшĕ-амăшĕ патне Тав çырăвĕсем килсех тăнă.
Çемьере виçĕ хĕрне те ял каччисем куç хывнă, вĕсем пурте Нÿшкассинче йăва çавăрнă. Саша ятлă ывăлĕ те, ял хĕрĕпе мăшăрланса, инçе кайман, тăван ялтах пурăнаççĕ вĕсем. Кил хуçалăхĕсем пурин те çирĕп, ăшă, çутă, хăйсем çынсене тарават. Кĕçĕн хĕрĕ, Лена, кăçал 11 класс пĕтерчĕ, Канаш хулинче малалла пĕлÿ пухасшăн. Тен, вăл та Нÿшкассинчех юлĕ каярахпа...
Гурьевсен 10 мăнук çитĕнет. Кăçал ака уйăхĕн 28-мĕш кунĕнче кĕçĕн мăнукĕ çутă тĕнчене килнĕ, хĕр ача. Аслисем чунтан хĕпĕртеççĕ çакăншăн. Вĕсем хăйсем те сăн-питрен çамрăк курăнаççĕ-ха. Тепĕр икĕ ывăлĕ çемьеленме ĕлкĕреймен. Кам пĕлет, тен вĕсем те тăван ялтан уйрăлмĕç... Çĕнĕ йăвара çĕнĕ чĕпĕсем тухĕç. Çапла ял çĕнелсе-çамрăкланса пырать. Атту тепĕр çемьере 10 ачаран пĕри те тăван вырăна юлмасть. Ватăсене çамрăксем çумĕнче пурăнма çăмăлтарах.
Гурьевсене, нумай çул пурăнма сунса, тав тăвас килет ачисене çуралнă яла хаклама вĕрентнĕшĕн. Ырлăх-сывлăх сире, ачăрсене, мăнукăрсене тата вĕсен ачине. Йыш хушăнсах пытăр. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, савăнатпăр.