Амăшĕпе ачисем ĕмрипех пĕр тĕвĕре
Паян Ямпулатра пурăнакан Нина Яковлевна Ивановашăн икĕ хут уяв: пĕрре – Уçпени, тепре – çуралнă кунĕ. Шăп та лăп 80 çул каялла, кĕр мăнтăрĕпе, уй-хир ĕçĕсем вĕçленсе пынă вăхăтра çут тĕнчене килнĕ хĕр пĕрчи.
–Çичĕ пĕр тăван пĕрле ÿссе çитĕнтĕмĕр атте-анне çуначĕ айĕнче. Атте Энтюк таврашĕнчен пулнă, ĕмрипе прикащĕкре ĕçленĕ. Ялти ятлă-сумлă çынччĕ, вилсен ахальтен мар масар пуçлăхĕ турĕç. Чăвашсен йăлипе масар пуçлăхĕ пулма ял-йыш ĕмĕртен хăй хисеплекен, сăпай та йăваш çынна суйласа илнĕ,– каласа парать Нина Яковлевна.
Мăшăрĕ, Иван Иванович Иванов, хăйпе пĕр çулхисемех, нумай çул пĕрлешÿллĕ хуçалăхра электрикре ĕçленĕ. Чире пула 16 çул каялла çĕре кĕнĕ.
Нина Яковлевна 30 çул ялти шкулта техничкăра, пенсие тухсан тепĕр 5 çул сысна ферминче тăрăшнă. Ĕлĕк, пĕчĕк ача пур тесе, ĕçлемесĕр ларман, 2-3 уйăхранах кăкăр ачине киле хунямăшĕпе хăварса ĕçе çÿренĕ. Каярах аслă ачисем кĕçĕннисене хăйсем пăхакан пулнă. “Кольăна пăянам пăхса ĕлкĕрчĕ, ыттисем хăйсем тĕллĕнрех ÿсрĕç”,– тет Нина Яковлевна.
Çемьере аслăрах ачан ĕмĕртен яваплăх пысăкрах пулнă. Унăн хăйĕн йăмăкĕ-шăллĕсене пăхмалла, çитермелле-ĕçтермелле, тĕрлĕ инкек-синкеке лекесрен сыхламалла. Ку çеç-и... Ашшĕ-амăшĕ ирхине ĕçе тухса кайнă чух ăна “пĕр купа ĕç” парса хăварать: пахчине çумлама, шыв кÿрсе хума, урам шăлма тата тем те пĕр. Çавна пула аслăраххин выляма та, вĕренме те вăхăт сахалрах юлать. Çавах та Николай çут çанталăк панă çивĕч ăспа ĕçре те, вĕренÿре те пурне те ĕлкĕрсе пынă. Уйрăмах математикăпа физикăна юратнă. Çавăнпа та çичĕ класс хыççăн ачана асăннă предметсене тарăнраххăн вĕрентекен Шупашкарти 2-мĕш шкул-интерната яраççĕ. Алла аттестат илсен, вăл Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен механизаци факультетĕнчен вĕренсе тухать. “Чувашхмельпром” пĕрлешÿре, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕнче, хула хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕнче (мэр) ĕçлет. 1998 çулта ăна ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, 2000 çулхи февральте Патшалăх Канашĕн председательне суйлаççĕ. Хула хăй тытăмлăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ вăхăтра ăна “Тăван çĕр-шыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденăн медалĕпе (II степень) наградăлаççĕ. Патшалăх Канашĕн спикерĕ должноçа кура РФ Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн йышне кĕнĕ, çав тивĕçе вăл Шупашкартан тухса кайсан та (2001 çулхи апрель) ноябрьчченех пурнăçласа пынă. Вăл халĕ Федераци Канашĕн РФ субъекчĕсенчи патшалăх влаçĕн органĕсен ĕçне йĕркелеме пулăшакан пай пуçлăхĕ. Унăн 3 ача. Пирĕн районта никам та карьера картлашкисемпе Николай Иванов пек çÿле хăпарайман-ха.
Нина Яковлевнан хĕрĕ, Елена Ивановна, кăçал 50 çул тултарчĕ. Вăл Канаш районĕнчи Киров ячĕллĕ хуçалăхра тĕп зоотехникре, Атнашри ферма заведующийĕнче ĕçлет. Республикăри тупăшлă ĕçлекен пĕртен-пĕр пысăк хуçалăх темелле. Производствăри çитĕнÿсемшĕн Елена Ивановна иртнĕ çул “Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” ята тивĕçрĕ Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунĕнче Республика Президенчĕ Михаил Игнатьевпа ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов наградăна панă май алă тытсах ăшшăн саламларĕç ăна, пĕрле сăн та çаптарчĕç. Ĕмĕрлĕхе асра юлать вĕт-ха çакă. Районшăн та, Ямпулатшăн та пысăк чыс. Пирĕн ентешсем республикăра та, Раççейре те хăйсен ятне ÿкермеççĕ.
Валерий Çĕнĕ Шупашкарта çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн инспекторĕнче ĕçлет, капитан. Вера Ивановна та унтах. Иккĕшĕ те çемьеллĕ.
Ачисем ватă амăшне май пур таран пулăшма тимлеççĕ. Килсе кил-çурта тасатаççĕ, çăваççĕ, сĕреççĕ, пахчара ĕçлеççĕ. Нина Яковлевна хăй те ачисемшĕн тăрăшать. Хуларисене чăх-чĕп, пахча çимĕç ÿстерсе парать. Пĕр-пĕрне ăнланса пурăнсан, пурнăç техĕмне туятăн.
–Пĕр ывăлĕ Виталий Удмурт Республикинче пурăнать манăн. Маларах аппа унта пурăнчĕ те, ывăла та ÿкĕте кĕртрĕç. Механизаторта ĕçлерĕ, халĕ ферма заведующийĕ,– тулли кăмăлтан пĕлтерет Нина Яковлевна.
Тенеялĕнче пурăнакан Саша (Нина Яковлевнан кĕçĕн ывăлĕ) кĕрсе тухсан та амăшĕн чĕри хĕпĕртет. Володь çеç ав вăхăтсăр çĕре кĕрсе выртрĕ.
Амăшне ачисен пурнăçĕнчи кашни пĕчĕк улшăну та чунне ăшăтса, вăй-хăват парса тăрать е тепĕр чухне кулянтарать.
Амăшĕпе ачисем ĕмрипе пĕр тĕвĕре. Ачасем вакăрах чух ашшĕ-амăшĕ вĕсене тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе усăллă çын пулнине курасшăн. Ачисем телейлине курсан, амăшĕн те чĕри савăнăçлăн тапать. Çĕнĕрен çуралса вĕсемпе пĕрле тепĕр хут ÿсет тейĕн.