Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Вĕрентÿ ĕçченĕсен районти конференцийĕнчен

Эрне кун Тăвайри вăтам шкулăн актовăй залĕнче районти вĕрентÿ ĕçченĕсен августри конференцийĕ пулса иртрĕ.

Пухăннисем малтан вĕрентĕве çĕнетмелли мероприятисене пурнăçа кĕртмелли мелсен фойери куравĕпе паллашрĕç. Шкулсен экспозицийĕсем пĕринчен тепри илĕртÿллĕрех. Районти ача сачĕсен шухăшĕсем те хăш-пĕрисемшĕн интереслĕ пулчĕç. Воспитательницăсем сĕннĕ ĕçсене тимлĕ вулакансем те пулчĕç.

Конференцие районти вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров ăшă сăмах каласа уçрĕ. Тăвай районĕнчи вĕрентÿ системине çĕнетмелли мерăсене мĕнле пурнăçласа пынине тата умри тĕллевсене сÿтсе яврĕç кăçал вĕрентекенсем.

Малтан Владимир Яковлевич Шакров иртнĕ вĕренÿ çулĕнче тунă ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашлăх задачисем çинче чарăнса тăчĕ.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Тăвай ен шкулĕсенче пурĕ 1908 вĕренекен пĕлÿ илнĕ, кăçал 1883 ача пулмалла. Пĕрремĕш хут парта хушшине 168 хĕр ачапа арçын ача ларнă пĕлтĕр, кăçал пурĕ 164 ача пĕлÿ тĕнчипе утма пуçламалла. Юлашки пилĕк çул хушшинче 429 вĕренекен чакнă, ку – 17 класс-комплект. Пĕлтĕр вуннăмĕшсемпе вун пĕрмĕшсем пурте профильлĕ классенче вĕреннĕ. Çамрăксем техника специальноçĕсене ытларах тимлĕх уйăрччăр тесе кăçал Тăвайри вăтам шкулта инженери класĕ уçăлмалла.

2011 çулта пуçламăш классене вĕрентекенсене пурне те автоматизациленĕ ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Ку çĕнĕлĕх вĕренÿ материалĕсене лайăхрах ăнланма май панă пĕчĕккисене. Компьютер оборудованийĕсемпе усă курса проект тăвас ĕçсене активлăрах хутшăнма пуçланă кĕçĕннисем.

2012 çулта вунпĕрмĕшсем 12 предметпа пĕрлехи патшалăх экзаменĕ тытма суйласа илнĕ. Вырăс чĕлхипе математика предмечĕсемпе пурĕ 168 вĕренекен тытнă. Кунта кăçал “2” паллăсем илнисем пулни те шухăшлаттарать. Ку çитменлĕхсене пурин те пĕрле канашласа пĕтермелле.

Тăххăрмĕш классенчен 198-шĕ те экзаменсене ăнăçлă тытнă.

Кăçал районти 27 выпускник медальсемпе "16 ылтăн, 11 кĕмĕл" вĕренсе тухрĕ. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен 4 процент чухлĕ пĕчĕкрех. Медаль илнисем пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем 4–5 предметпа тытнă. Малта пыракан вĕренекенсем олимпиадăсене те хутшăннă, çĕнтернисем те пур.

Талантлă ачасен йышĕ пысăклансах пыни савăнтарать. Иртсе пыракан çулта 351 вĕренекен 426 хутчен тĕрлĕ конкурссемпе ăмăртусенче, фестивальсемпе конференцисенче мала тухнă. Районта 21 предметпа олимпиада ирттернĕ. Тăвайсем, тушкилсем, чутейсем виçĕ çул ĕнтĕ вĕсенче ытларах малти вырăнсене йышăнаççĕ.

Иккĕмĕш çул А.Александров (Тăвай) Раççей шайĕнчи олимпиадăран çĕнтерÿпе таврăнать. Кăçал экологи олимпиадинче ырă тĕслĕх кăтартнă Алексей. Биологсем хушшинче вара зоологипе практика ĕçне лайăх пурнăçланăшăн парнене тивĕçлĕ пулнă вăл.

Каникул кунĕсене лайăх йĕркелени вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетме пулăшать. Районти 7 шкулта 7 сывлăха çирĕплетекен, 2 ĕçпе кану, 4 профиль лагерĕсем йĕркеленĕ. Ку майпа 7–15 çулсенчи 276 ача каннă. Пĕтĕмпе 645 вĕренекен харпăр хăй сывлăхне çирĕплетме пултарнă.

Вĕрентÿ системинче 186 педагогика работникĕ ĕçлет, вĕсенчен 171-шĕ – вĕрентекен. Аслă категориллĕ учительсем Мучар, Тăрмăш, Енĕш Нăрваш шкулĕсенче çук. Мучар, Элпуç вĕренÿ шкулĕсенче пурте категориллĕ вĕрентекенсем пулсан, хăш-пĕр коллективсенче вара кунпа пачах интересленмен педагогсем пур.

Аттестацие çĕнĕпуянкассисем, тĕмерсем, чутейсем аван хатĕрленнине палăртса хăвармалла. Харпăр хăйĕн квалификацине ÿстерессипе çывхаракан çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче педагогсем лайăхрах ĕçлессе шанас килет.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ парас системăна çĕнетмелли комплекслă мерăсен тĕп задачисенчен пĕри – вĕрентекенсен вăтам ĕç укçине майĕпен ЧР экономикăри ĕç укçин вăтам шайне çитересси. Кăçал утă (июль) уйăхĕнче районти вĕрентекенсен 49,13 проценчĕн ĕç укçи 2011 çулхи пĕрремĕш кварталта ЧР пĕтĕмĕшле экономикăра шутласа панă вăтам ĕç укçинчен пысăкрах пулнă.

2011 çулта шкул автобусĕсене улăштарма – 2,2 млн. тенкĕ, 2012 çулта 4,7 млн. тенкĕ тăкакланă, ку 6 çĕнĕ автобус илсе килме май панă. Вĕсене ГЛОНАСС спутник навигацийĕн системипе тивĕçтерме пуçланă.

Пĕтĕмĕшле вĕрентÿ системине çĕнетмелли комплекслă мерăсене пурнăçа кĕртсе пырăпăр. Вĕрентÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника бази пуянлансах пырать, учительсен ĕç укçи ÿсет, вĕрентекенсен професси шайне лайăхлатассине малашне ытларах тимлĕх уйăрăпăр тата ытти те.

Ачасене вĕрентес тата лайăх воспитани парас тĕп тĕллевĕ улшăнмасть учителĕн. Паян пирĕн çĕнĕ шкулăн çĕнĕлле шухăшлакан вĕрентекенĕ хăйĕн задачисене пурнăçлать. Умра – çĕнĕ шыравсем, тĕл пулусем, иккĕленÿсем, савăнăçсем. “Сирĕн татса памалли ыйту нумай. Вĕсем пур чухне вĕрентекен хăйне çĕр-шыва кирлĕ çын пек туять. Сире нумай савăнăç сунатăп, унсăрăн эсир ачасене пурнăçа мĕнле пур çавăн пек йышăнма хăнăхтараймастăр. Çав вăхăтрах оптимизмла шухăшсем кăна хуçаланччăр сирĕн тавра. Çирĕп сывлăхпа лайăх кăмăл-туйăм, пысăк ÿсĕмсем сире çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче, районти вĕрентекенсем, ыттине вĕренекенсем парнелĕç”,– тесе ырă сунса вĕçлерĕ докладне Владимир Яковлевич.

Доклада сÿтсе явма район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, Н.Большов (Чутей), А.Николаева (Тĕмер), В.Кириллова (Тăвай) шкул директорĕсем, “Акконд” УАО генеральнăй директорĕ, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Иванов, ЧР вĕрентÿ институчĕн ректорĕ Е.Казакова, вĕрентÿ сферин надзорпа контроль управленийĕн начальникĕ М.Федотов хутшăннă, тĕрлĕ ырă сĕнÿсем панă. Вĕрентÿ институчĕн шкул çулчченхи пĕлÿ кафедрин доценчĕ И.Романова районти воспитательсен секцийĕнче тухса калаçнă. Район пуçлăхĕ Владислав Васильевич Васильев та хутшăннă конференцие.

Çакăн хыççăн Юрий Егорович Тăвайри тата Тĕмерти муниципаллă бюджет учрежденийĕсене Тăвай енри конкурсра çĕнтернĕшĕн район администраци пуçлăхĕн грантне (100 пин тенкĕ) панă. Çавăн пекех чăваш тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Г.Васильевапа Н.Николаева (Йăнтăрчă), вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен С.Николаева (Тăвай), Тĕмерти пуçламăш классене вĕрентекен Е.Степанова, вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.Терентьева (Тăвай) районти конкурсра мала тухнăшăн укçан преми (25 пин тенкĕ) илме тивĕçлĕ пулнă. Тăвайри шкулта нумайранпа тăрăшакан А.Михайлована республика тата Раççей шайĕнчи олимпиадăсенче çĕнтерÿçĕсем хатĕрленĕшĕн, Н.Неофитована "Тăвай" районти ”Çулталăк учителĕ – 2012” конкурсра мала тухнăшăн, республикăринче активлăх кăтартнăшăн компьютер – ноутбуксем парнеленĕ.

Тăвайри искусствăсен шкулĕн преподавательне С.Глухована ЧР Пуçлăхĕн грантне илмелли свидетельство панă.

Кайран районти вĕрентекенсем 16 секцинче хăйсен калаçăвне малалла тăснă. Шкул çулчченхи, шкул тапхăрĕнчи, хушма пĕлÿ панă вăхăтри темăсене хускатнă.



"Ял ĕçченĕ"
28 августа 2012
00:00
Поделиться