Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Чечексем кăмăла çĕклеççĕ

Чечексĕр пирĕн пурнăç илемлĕ пулмĕ. Çавăнпа юлашки вăхăтра ялсенче пурăнакансем пахчисене вĕсем валли вырăн ытларах уйăрма пуçларĕç.

Çак илеме кăмăллакансем Элпуç ял территорийĕнче те нумайăн. Çурта кĕрекен вырăнта илĕртÿллĕ композицисем йĕркелеççĕ хĕрарăмсем. Чечек кĕтесне кашни кил хуçи хĕрарăмĕ хăйне евĕрлĕ тăвать. Пĕринчен тепри илемлĕрех вĕсем. Куç илес килмест чечексенчен.

Т.А.Григорьеван, Т.А.Васильеван, В.М.Григорьеван, Э.В.Александрован, А.Н. Матвееван тата ыттисен кил хуçалăх умĕнчи пахчасем иртен-çÿрен кăмăлне çĕклеççĕ.



"Ял ĕçченĕ"
31 августа 2012
00:00
Поделиться