Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Граждансен прависене хÿтĕлесе

2012 çулхи 8 уйăхра прокуратура тĕрĕслевĕ районти 5 организацире ĕç укçи тÿлессипе парăмсем пуррине палăртнă. Ку вăл, тĕпрен илсен, “Шимкусский”, Новый путь”, “Красная Чувашия”, “Ленин ячĕллĕ ЯХПКсем тата “Сельхозхими” УАО.

Сăмахран, Ленин ячĕллĕ ЯХПКра ĕç укçине уйăхра 1 хутчен кăна параççĕ – отчетлă уйăх иртнĕ хыççăн 18-мĕш числора. Çакă РФ Конституцийĕн 37-мĕш, РФ Ĕç кодексĕн 4-мĕш статйин 2-мĕш пайĕн 1-мĕш пунктне, 21-мĕш статьян 1-мĕш пайĕн 4-мĕш пунктне, 136-мĕш статьян 6-мĕш пайне, ĕç коллективĕпе ЯХПК хушшинчи ĕç килĕшĕвĕн 4.7 пунктне пăсни шутланать. Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă та çирĕпленнĕ. Ленин ячĕллĕ ЯХПК кăçалхи мартшăн 50 çын умĕнче ĕç укçи тÿлес тĕлĕшпе 132550 тенкĕ парăмра пулнă.

Унсăр пуçне СССР Министрсен Совечĕн 1957 çулхи майăн 23-мĕшĕнчи 566 "-лĕ “Рабочисене уйăхăн пĕрремĕш çурришĕн ĕç укçи тÿлемелли йĕрке çинчен” Постановление те шута илмен. Унпа килĕшÿллĕн рабочисене уйăхăн пирвайхи çурришĕн аванс памалла, анчах Ленин ячĕллĕ ЯХПКра ăна аса та илмеççĕ. Постановление вара никам та пăрахăçламан.

Прокуратура тăратнă представленире предприяти ертÿçине ĕçлев законодательствине пăснă тĕслĕхсене сирсе яма ыйтнă, должноçри çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Предприятин коллективлă килĕшĕвĕнчи закона хирĕçле положени (4.7 пункт) тĕлĕшпе протест тăратнă, коллективлă договора вăйра тăракан законсемпе килĕшÿллĕн тÿрлетÿсем кĕртнĕ.

Çавăн пекех предприятире ĕçлекенсен уссине ĕç укçин парăмĕсене шыраса илме суда тавăç заявленийĕсем тăратнă, суд вĕсене пăхса тухса тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне Ленин ячĕллĕ ЯХПК председателĕ тĕлĕшпе административлă право йĕркине пăснăшăн ĕç пуçарнă, КоАПăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ăна 2000 тенкĕ штраф тÿлеттерме палăртнă.

Ĕçшĕн тÿлес тĕлĕшпе законодательствăна пăснă тĕслĕхсемшĕн прокуратура пурĕ 5 представлени тăратнă, вĕсене пăхса тухнă хыççăн должноçри 4 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Парăмçă-предприятисен ертÿçисене пурне те штраф тÿлеттерме йышăннă.

Суда ĕç укçин парăмне шыраса илме ыйтса çырнă 173 заявлени панă, суд вĕсене пурне те тивĕçтернĕ.



"Ял ĕçченĕ"
11 сентября 2012
00:00
Поделиться