Ял уявĕсене çĕнетесчĕ
Сăхăтпуçсем XIX–XX ĕмĕрсенче кÿршĕ ялсемпе пĕрле тĕрлĕ уявсене паллă тунă: çăварнине, акатуя. Владимир кунне те (Владимирски) асăнмалла. Çăварнипе акатуя уявласси чăвашсен мĕн авалтанах килекен йăла. Владимир кунне чысласси вырăссен кнеçĕ 988 çулта Днепр юхан шывĕнче Киев çыннисене тĕне кĕртнипе çыхăннă. Уйрăмах Тушкилпе Сăхăтпуç çыннисем иртнĕ ĕмĕрсенче ку чиркÿ уявне палăртнă. Тушкилсем халĕ те хăна пухсах савăнаççĕ çав кун.
Владимирскине Сăхăтпуç ялĕнче 1940 çулччен уявланă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи хыççăн вара тĕрлĕ сăлтавсене пула манăçа тухнă, ăна мĕнле уявлани ватăсен асĕнче кăна юлнă.
Владимирскине июлĕн 28-мĕшĕнче паллă тунă. Ку вăхăт хĕрÿ ĕç вăхăчĕ пулин те çав кун халăх ĕçе тухман. Уява ялти çынсем пурте хутшăннă: ваттисем те, çамрăксем те. Унсăр пуçне кÿршĕ ялсенчи (Тушкилти, Мăнçырмари, Кĕтеснерти, Пуянкассинчи т.ыт.) хăйсен тăванĕсене, çывăх юлташĕсене хăнана чĕннĕ, юрласа, ташласа савăннă. Яшсене вăйăра хĕрсемпе паллашса çемье çавăрма май пулнă.
Уява мĕнле ирттерни çинчен ял историне лайăх пĕлекен Василий Григорьевич Андреев çапла аса илет: “Çулла çамрăксем кашни каç вăййа тухнă. Ун чухне ялта клуб пулман-ха. Сăхăтпуç ялĕнчи çамрăксен вăййисем кашни касрах (пурĕ – 5) пулнă. Пĕр касри каччăсемпе хĕрсем теприсем патне час-часах çÿренĕ. Урам тăршшĕпе утса юрă юрланă, ташланă. Владимир кунĕнче вара ялти яш-кĕрĕм пĕр вырăна пухăнса аслă вăйă ирттернĕ. Çамрăкки те, ватти те чăваш тумĕпе пулнă”.
Калас пулать, юлашки çулсенче ял пурнăçĕнче лайăх улшăнусем пулса иртрĕç. Харпăр хăй укçи-тенкипе çурт-йĕр лартакансем ÿссех пыраççĕ. Патшалăх та пулăшать. Ку çамрăксене ялта çирĕпленсе юлма май парать. Хамăр алăпа туса лартнă кил-çурт темрен те хаклă. Çакă кирек камăн кăмăлне те çĕклет. Çавăнпа пĕрлех çамрăксем культура мероприятийĕсене хутшăнса канма тăрăшаççĕ. Çавна валли ялта культура центрĕ пур. Вăл малтан шкул пулнă çуртра вырнаçнă. Ватти-вĕтти унта пуçтарăнать. Унсăр пуçне урамра волейбол тата футбол вылямалли вырăнсем пур. Яш-кĕрĕм çу кунĕсенче унта хĕвĕшет. Хĕлле çамрăксене пухакан тепĕр вырăн вăл – спортзал. Анчах унта хальлĕхе ăшă çук тата юсав ĕçĕсем туса ирттермелле. Çамрăксене пĕрле пуçтарăнса канма майсем туса парасчĕ, хĕле кĕриччен ăшă кĕртсе, юсаса хута ярасчĕ.
Çын тенин пĕр-пĕринпе хутшăнмалла çке-ха. Ман шутпа, каласан, ялан телевизорпа компьютер умĕнче ларни пĕр-пĕринпе курнăçса савăннине çитмест. Уявсене çĕнетесчĕ!