Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Кăмпасем пирки шÿтлемесĕр тата чăнласа

Кĕркунне – кăмпа вăхăчĕ. Шăп çак тапхăрта тĕрлĕ кăмпасем çитĕнеççĕ. Вĕсене пухма питĕ кăсăклă тата интереслĕ. Кăмпасем витаминсемпе, минераллă тата тутлă шăршлă япаласемпе пуян. Белоксемпе çынна кирлĕ пур аминокислотасем те чылай ку çимĕçсенче.

Кĕр кунĕсенче ытларах уплюнкка (опята), ăвăс (подосиновик), хурăн (подберезовик), масла (маслята), хыр (волнушки) шурă (белый) тата ытти кăмпасем нумай.

Çимелли ушкăна кĕрекеннисене лайăх тасатнă хыççăн тÿрех ăшаласа е пăшăхласа пĕçерме юрать. Çакнашкаллисем шутне шурă (белый), ăвăс (подосиновик), хурăн (подберезовик), юман (дубовик) тата ытти кăмпасене кĕртеççĕ.

Кăрăç (грузди), хыр (волнушки), хура (чернушка) тата ытти кăмпасем асăрханса çимеллисем йышĕнче шутланаççĕ. Вĕсен наркăмăшлă япалисем шывра лайăх вĕресен ирĕлеççĕ.

Тислĕк тата шăна кăмписем – чи наркăмăшлисем.

Тислĕк кăмпипе (белая поганка) наркăмăшланнисен 90 проценчĕ вилĕм аллинчен тухаймасть. Ку кăмпасем утă уйăхĕнчен пуçласа кĕркунне вĕçленичченех ÿсеççĕ. Наркăмăшĕ пĕçерсен шыва тухмасть, типĕтсен те пĕтмест.

Шăна кăмпинче (мухомор) наркăмăшлă япаласем (мускарин тата мускаридин) пур. Вĕсем тăварласан та, темиçе хут вĕретсен те пĕтмеççĕ. Ку кăмпасен шĕлепкисем шурă пăнчăллă.

Кăтра (сморчок) кăмпасенче наркăмăшлă геловелловăй кислота пур, лайăх вĕретсен вăл шыва тухать. Унтан вĕри шывра çуса илнĕ хыççăн кăна кăмпасем ăшалама юрăхлă пулаççĕ.

Ут тутине (свинушка) асăрханса çиме юрăхлă кăмпасен йышне кĕртнĕ малтан. Юнри гемоглобина пĕтерекен наркăмăшсем (гемоглютинин тата гемолизин) вĕретнĕ хыççăн шыва тухнă. Кăмпасенче мускарин, йывăр металсен наркăмăшлă хутăшĕсене тупнă хыççăн вара ут тутине çиме юраманнисен йышне кĕртме пуçланă.

Ватă е нумай упранă çиме юрăхлă кăмпасемпех наркăмăшланма пулать. Кăмпасенчи белоксем пайланнă май наркăмăша (птомаин) куçаççĕ татнă хыççăнах пĕçермесен. Тăварланисене вара çулталăк хушшинче усă курса пĕтермелле.

Кăмпасемпе çынсем август-сентябрь уйăхĕсенче наркăмăшланаççĕ. Темиçе сехет хыççăн кăмпапа наркăмăшланнисен йывăр интоксаци пуçланать. Енчен те васкавлă мерăсем йышăнмасан, çынна вилĕмрен çăлас тесе тăрăшни усăсăр пулма пултарать.

Кăмпапа наркăмăшлансан хырăм ыратать, хăсас килет, лĕклентерет, вар-хырăм пăсăлать. Тислĕк кăмпипе наркăмăшлансан, хăсăкпа çын каяшĕ çинче юн пулать. Наркăмăшлă кăмпасен токсинĕсем пĕверпе пÿресенче пухăнаççĕ, вĕсен клеткисене пĕтереççĕ, йĕркеллĕ ĕçлеме чăрмантараççĕ.

Çул хĕрринче, хими завочĕ, промышленноç предприятийĕ çывăхĕнче ÿсекен çимелли кăмпасем те çын сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ.

Çавăнпа сирĕн лайăх пĕлекен кăмпасене кăна пухмалла. Вăрмана пĕчĕк ачасене ан илĕр, вĕсем çиме юраман кăмпасем те пухма пултараççĕ.

Кăмпасен кашни тĕслĕхне уйрăм типĕтмелле, тăварламалла, маринадламалла.

Пĕрре çинĕ чухне нумай ан астивĕр. Пĕчĕк ачасене 5 çул таранччен кăмпа пачах çитерме юрамасть.

Енчен те кăмпа çисе наркăмăшлантăр пулсан, васкавлă пулăшăва чĕнмелле е хăвăрăн хăвăртрах сывату учрежденине çитме тăрăшмалла. 5–6 стакан шыв е пĕр чей кашăкĕ апат соди янă çур литр шыв ĕçтермелле аптăранă çынна тухтăр киличчен. Çакăн хыççăн пÿрнене карланкине чиксе хăстарма тăрăшмалла. 3–5 хут çапла тумалла. Ку наркăмăш юна сăрхăнса кĕресрен пулăшать. Чирлĕ çынна айккăн вырттармалла, аллисемпе урисем патне ăшă грелкăсем хумалла. Ăшă шыв ĕçтермелле, сасартăк вăйсăрланма пуçласан – вĕри чей. Эрех ан ĕçтерĕр, наркăмăшланнă çынна йывăрлăха кĕртсе ÿкеретĕр кăна çапла туса.

Кăмпа çул çÿревĕ сире яланах савăнăç кÿтĕр.



"Ял ĕçченĕ"
14 сентября 2012
00:00
Поделиться