Уйри ырлăх-пурлăхшăн
Кĕр тыррисене çанталăка пăхмасăр тата хăй вăхăтĕнчен кая юлмасăр çĕр хатĕрлесе чи лайăх сроксенче акса хăварма тăрăшмалла.
“Родник” тулли мар яваплăхлă общество çитес çул туса илме çĕр гектар ытла кĕрхи тулă акса хăварчĕ çапла. Ыраш аксан лайăхрах пулĕ те, анчах унăн вăрлăхĕ çук. Çăлпуçĕнче уй-хир ĕçĕсене А.Петров йĕркелесе пырать. Н.Шашков агроном та тăрăшать унпа пĕрле. Çумăрсем çусах тăнăран калчасем вăхăтра та пĕр тикĕс шăтса тухрĕç. Çанталăк пулăшрĕ вĕсене шăтса йĕркеленме. Сип-симĕс лаптăксем халĕ чуна савăнтараççĕ. Чăн та, халех савăнма иртерех, паллах. Калчаран тыр-пул пулса çитиччен нумай вăхăт кĕтмелле-ха: мĕнле хĕл каçĕç вĕсем, çăва епле тухĕç. Уй-хир ĕçĕсем ялан эпир шутланă пек пулса пымасăр та пултараççĕ. Кăçалах акă, сăмахран, кĕр тыррисем начар тухăç пачĕç. Хăш-пĕр лаптăксене тепĕр хут та акмалла пулса тухрĕ.
Комбайнпа тырă вырса çапнă чухне улăмне сапаласа пынăран иртнĕ çул та, кăçал та сухаламан гектарсем юлчĕç. Улăмĕ çĕрмесĕр сухалама май çукрах. Улăм та халь никама та кирлĕ мар пулса тухрĕ темелле – выльăхсем çук.
Иртнĕ çул сăрт хăяккăнĕнче, Çăлпуçĕнчен Тăвайне каякан çул хĕрринче, пĕр çирĕм пилĕк гектар пулĕ люцерна анине ватса кĕрхи тулă акса хăварнăччĕ. Çуркунне, лаша çилхи витĕр çил вĕрет тенĕ пек, унта та кунта пĕрер пучах ÿссе ларчĕ. Дискаторпа урлă-пирлĕ хураткаласа акса хăварнă çĕр çинче тыр-пул тухăçĕ палăрмаллах чакать çав. Кăçал вара çав люцерна ани пулнă çĕре çĕр улми лартрĕç. Унта çĕр улми шултра та тухăçлă çитĕннĕ.
Хальхи вăхăтра кашни хуçалăхрах кĕрхи ĕçсем пыраççĕ, тырă вырса çапаççĕ, çĕр улми кăларса пухаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Уяр кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ ĕнтĕ çĕр ĕçченĕсем. Çанталăкĕ çеç кăçал кал-кал ĕçлеме памарĕ юлашки вăхăтра. Мĕн тăвăн, кĕркунне вĕт, час-часах çумăр çуса чăрмантарать.
Çăлпуçĕнче кăçал çĕр улмине çĕр утмăл гектар кăларса пуçтармалла. Начартарах тырра пухса илейменни те пур-ха. Çĕр улми кăларакан комбайнпа В.Филиппов механизатор ĕçлет, копалкăпа – В.Алексеевпа Н.Николаев. Çĕр улми кăларнă çĕре хутшăнакансене начарах мар тÿлеççĕ пек. Анчах çынсем ку хаксемпе те кăмăлсăр-ши? – çĕр улми пуçтарма сахалăнрах тухаççĕ. Килте ларсан никам та пĕр пус укçа парас çук-ха та. Пĕрех васкамаççĕ. Пире, уй-хирте ĕçлеме манса пыракан çынсене, кунĕпе алăран витре ямасăр çĕр улми пуçтарма ансатах мар, паллах. Анчах ял хуçалăхĕнче, çĕр ĕçĕнче хăçан çăмăл пулнă? Хĕрÿ вăхăтсенче пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлеме тăрăшмалла пурин те.