Янтиковский муниципальный округ Чувашской РеспубликиТăвай муниципаллă округӗ

Сиплеме май çукпа пĕрех

Юлашки темиçе çулта республикăри пысăкрах агропромышленноç предприятийĕсем ăратлă выльăхсене ют çĕр-шывсенчен илсе килме тăрăшни сисĕнет. Сăмахран, Канадăран – сысна çурисем, Венгрирен, Беларуçрен тынасем илсе килнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Çавăнпа та тинĕс леш енче алхасакан чирсем пирĕн пата çитес хăрушлăх пурри пирки калама та пулать-тăр.

Кунсăр пуçне, сăмахран, пысăк тăкак кÿрекен чирсенчен пĕри – Шмаленберг вирусĕ теççĕ ăна – пĕр çĕр-шывран тепĕрне вăйлă çил илсе килнĕ вĕтĕ шăнасем урлă сарăлма пултарнă тесе шутлаççĕ. Сăмах май, блютанг чирне те хурт-кăпшанкă сарнине калаççĕ.

Мĕншĕн “Шмаленберг” ятлă-ха ку чир? Германире çакнашкал ятлă тăрăхра вируса пĕрремĕш хут тупса палăртнă. Ун хыççăн чир хăвăрт Люксембург, Бельги, Голланди территорийĕсенче сарăлнă.

Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн пай пуçлăхĕ Н. Емельянова каланă тăрăх, хальхи вăхăтра Аслă Британири 260 яхăн хуçалăха шар кăтартнă. Вирус ытларах сурăх ĕрчетекен хуçалăхсенче вăй илсе сарăлнă. Мăйракаллă шултра выльăха та чирпе тупăшма çăмăл мар.

Асăннă чирпе кĕрешме чăнах та йывăр. Сăмахран, Германире пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче вируса 556 çĕрте регистрациленĕ пулсан, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне вара чирпе аптăранă 1357 тĕслĕхе шута илнĕ.

Францире вирус самай хур кăтартать. Кунта чир Германиринчен те вăйлăрах сарăлнă. Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне выльăх чирленĕ 1471 тĕслĕхе тупса палăртнă.

Асăннă чир уйрăмах Европăра сарăлнине шута илсе, 2012 çулхи пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа Россельхознадзор Европа пĕрлĕхĕн (Евросоюз) йышĕнчи çĕр-шывсенчен Раççей Федерацине мăйракаллă шултра тата пĕчĕк выльăха, сыснасене илсе килме чарнă. Чăн та, ăратлă выльăхсене илсе килме пулать, енчен те экспортер-çĕр-шывра карантин йĕркине Раççей ветеринари специалисчĕсем пăхса тăраççĕ пулсан.

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнчен Россельхознадзор Дани регионĕнче Кăнтăр Ютландирен мăйракаллă шултра тата пĕчĕк выльăха илсе килме, Раççей урлă турттарма чарнă.

Европăра чир сарăлассипе çыхăннă лару-тăрăва контрольлесе тăма пуçличчен (тĕрĕсрех каласан, вакцинаци тума пуçличчен е санитари мелĕсене вăйлатиччен) унтан выльăх илсе килме памĕç. Çĕр-шывсем ку чирпе пĕрле кĕрешесси пирки те сăмах пуçараççĕ.

Ку амакпа аптăранă ĕне выльăха сив чир нушалантарать, унăн диарея пуçланать, вăл сĕт сахалрах пама пуçлать, начарланса каять, хырăм ÿкет е маларах пăрулать. Пăрушкисем кăлтăксемпе (ытларах чухне сыпăсем тата мăй тĕлĕнче çитменлĕхсем палăрнипе) е виле çуралаççĕ. Инфекци амăшĕнчен пăрушкине е путеккине лекет, е хурт-кăпшанкă çыртнипе ерет.

Европăри наука центрĕсенче диагностика тест-системисем туса хурас ĕçе васкавлăн йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне ученăйсем сĕннĕ тест-системăпа усă курса мониторинг тĕпчевĕсем ирттереççĕ.

Чирпе кĕрешме вакцина шутласа кăлариччен сахал мар вăхăт иртме пултарать, специалистсем каланă тăрăх – 2 çул таранах.

Европăри чирсене контрольлесе тăракан тата профилактика тĕлĕшпе ĕçлекен центр пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, чир çынна япăх витĕм кÿме пултараймасть теме çук. Çапах та ку таранччен Шмаленберг евĕрлĕ вируссем çынна чире яманни паллă.


"Ял ĕçченĕ"
21 сентября 2012
00:00
Поделиться