Тамаша тăк тамаша!
Тăвайри сĕт-çу завочĕ районта пурăнакансене тĕлĕнтермĕшсем кăтартмасăр пурăнма пултараймасть пулас. Темиçе çул каялла заводран КамАЗпах икĕ хутчен услам çу вăрлаттарса ячĕç. Халĕ вара завод складĕнче 5 пине яхăн кĕленче шурă эрех тупнă. Паллах, ăнсăртран заводра ĕçлекенсен куçĕ тĕлне лекмен вĕсем. Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕ енĕпе ĕçлекен тата коррупцие хирĕç кĕрешекен управлени, Следстви комитечĕн Канашри следстви пайĕн, Тăвайри полици уйрăмĕн сотрудникĕсем ÿкнĕ çав йĕр çине.
Ăçтан, мĕнле майпа лекнĕ Тăвайри сĕт завочĕн пушă складне çавăн чухлĕ эрех? Ун пирки халĕ тĕпчев пырать, пурте пуç ватаççĕ. Нивушлĕ завод ертÿçисем çĕнĕ “бизнес” уçасшăн, çу, казеин, ытти продуктсем туса кăларас вырăнне эрех сутасшăн? Çавах та завод çапла тума лицензи илнине ниçта та çирĕплетеймерĕмĕр. Тен, халăхран туяннă сĕтшĕн шурă эрехпе татăласшăн е ăна заводра ĕçлекенсене ĕç укçи вырăнне парасшăн?
Юлашки вăхăтра контрафактлă эрех ĕçсе наркăмăшланнипе çынсем вилнĕ тĕслĕхсем нумайланчĕç. Польша акă кÿршĕллĕ Чехирен шурă эрех кÿрсе килессине чарса лартрĕ. Е Тăвайра çын пурнăçĕ шалккă мар? Мул хуçисене çакă, паллах, шухăшлаттармасть. Ытахаль пулсан, аптека сечĕсем урлă пĕчĕкрех савăтсемпе (флаконсемпе) “фан-фуриксемпе” “тушканчиксем” сутман пулĕччĕç. Пытармалли çук, кашни ялта тенĕ пекех алăран вăрттăн эрех сутакансем пур. Вĕсене ĕçнипе çынсем вилнĕ тĕслĕхсене те пĕлет ял-йыш. Çавах та: “...йытă вĕрсен те караван малаллах куçать”, – тенĕ пек пулса тухать.
Çыншăн пурнăç чи хакли тетпĕр (паллах, эрех кÿллине чăмни апла шутламасть, уншăн эрех – чи кирли), пирĕн сывă йĕркесене хамăрăн çирĕплетме тăрăшмалла. Пирваях эрехе алăран туянмалла мар. Алăран сутакансем пулсан, полици уйрăмне пĕлтермелле. Ку элеклени мар, çынсен пурнăçне, сывлăхне çăлса хăварни, çемьесене инкекрен хăтарни. Кашни çыннăн сывă пурнăç йĕркине хăйĕн тытма тăрăшмалла.
"Ял ĕçченĕ"