ТĂВАЙ ЕНĔ – ТАЛАНТСЕН РАЙОНĔ
Кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен ачасене хушма пĕлÿ паракан учрежденисене, пултарулăх çурчĕсене тимлĕх ытларах уйăрма, музыка, ÿнер шкулĕсене, тĕрлĕ кружока ачасене тÿлевсĕр йышăнма палăртнă. Ырă улшăну ачасене çеç мар, вĕсен ашшĕ-амăшне те хавхалантарчĕ. Пире вара пĕр-пĕр пултарулăх çуртне çитсе килме, çĕнĕлĕх пурнăçа мĕнле кĕнипе паллашма хистерĕ.
Тăвай районĕнчи Ача-пăча пултарулăхне аталантарма пулăшакан центр унччен вăтам шкул пулнă кивĕ çуртра вырнаçнă. Апла пулин те аякри ялсенчен те хаваспах çÿреççĕ кунта, Тутарстан Республикинчен килекенсем те пур. Кăнтăрла иртсенех ача-пăча, музыка инструменчĕсен, ташă кĕввисен шавĕпе тулать пултарулăх çурчĕ.
Иртнĕ çулхи авăн 1-мĕшĕнче кунти музыка уйрăмĕнчен йĕркелесе янă Искусствăсен шкулĕ те çакăнтах юлнă. Унти фольклор, эстрада, фортепьяно, хор, халăх инструменчĕсен кружокĕсен занятийĕсене 5 çул çÿренĕ ачасем ятарлă свидетельство илеççĕ.
Музыка шкулĕнче вĕреннĕшĕн иртнĕ çул уйăхсерен 150 тенкĕ (виçĕ е ытларах ачаллисем –75 тенкĕ) тÿленĕ. Кăçалтан вара; «Хальлĕхе, шел те, тÿлев ячĕ çеç улшăннă – унччен «Родительская плата» тенĕ пулсан халĕ – «Родительский взнос»... Çапах ырă улшăнусем хăйсем патне те çитессе, килес çултан патшалăх укçа-тенкĕ ытларах уйăрасса шанаççĕ кунта.
Кăмăла ирĕке яма – «кивĕ» шкула
Тăвайсен савăнтаракан çĕнĕлĕх те пур – Ача-пăча пултарулăх центрĕнчи кружоксене (вĕсем вара унччен те тÿ-левсĕр пулнă) иртнĕ çул 125 ача çÿ-ренĕ пулсан, кăçалтан 250 вĕренекене йышăнма пултараççĕ. Çавна май кунта çĕннисене, унччен пулманнисене уçма хатĕрленеççĕ. Малашне çĕлеме юратакан, декор ăсталăхне аталантарма (бисертан темĕн те пĕр хатĕрлеме, макраме çыхма...) кăмăллакан хĕрсене те хăйсем патне илĕртĕç. Каччăсем валли «çамрăк ăстаçă», «судомоделировани», «çамрăк конструктор» кружоксем уçăлĕç. Çут çанталăкпа, тăван тăрăхпа кăсăкланакансене те нумай çĕнĕлĕхпе паллаштарма палăртаççĕ. Хореографи кружокне яланхи пекех кăçал та йышлăн çырăннă – кунта çÿрекенсем Раççей шайĕнчи конкурссене хутшăнни, пысăк хуласене тухса çÿрени те илĕртет-тĕр ачасене. «Асамлăх» вокал ансамблĕ кăçал та «Орленок» кану лагерĕнче йĕркеленĕ «Ачалăх адресĕ – Раççей» конкурса çитсе килнĕ, Владимир хулинче иртнĕ наци культурисен ача-пăча фестивалĕнче те тăван халăх юрри-ташшипе паллаштарнă.
– Ялтан эпир кăначчĕ унта, Шупашкартан «Эревет» пынăччĕ. Паллах, тухса çÿреме хитререх костюмсем кирлĕ. Хальлĕхе пирĕн чаплисемех çук. Мĕн пуррине ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе çĕлеттернĕ, инçе çула та вĕсен шучĕпе тухатпăр, – калаçăва хутшăнчĕ хореографипе вокал эстрадин кружокĕсене 12-мĕш çул ертсе пыракан Галина Николаевна Никонова.
Тăвай енĕ – талантсен районĕ тенине тăтăш илтме пулать кунта. Çакна çирĕп-летес тенĕн çитĕнĕвĕсене пур енлĕн çĕнетсе пыма тăрăшаççĕ. Пĕтĕм Раççейри наукăпа техника куравĕнче «Аэрокосмос техники» номинацире мала тухнă Александр Антонов хут çĕленсем, пÿлĕм-ре вĕçекен аппаратсем тăвассипе малтан та палăрнă-ха. Хăйĕн ертÿçи Владислав Моисеев пулăшнипе хальхинче «Салют-6» станцин ĕçлекен модельне ăсталаса тĕлĕнтернĕ.
– Кунта ачасем хаваспа çÿреççĕ, шкулти пек çирĕп чикĕре мар вĕсем, хăйсене килĕшекен ĕçпе аппаланаççĕ. Вĕсен куçĕсем çиçнине курса хамăр та хавхаланатпăр. Район администрацийĕн ертÿçине Юрий Егорович Васильева çĕнĕ кружоксем уçма пулăшнăшăн, хамăр çурт умĕнче ача-пăча площадки туса панăшăн тав тăвас килет, – кăмăллăн калаçать Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр ертÿçи Людмила Степанова.
«Кружока юлаймастпăр, шкул автобусне ĕлкĕрейместпĕр...»
Çитес кунсенчех хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленекен Тăвай шкулĕнче мĕнлерех кружоксем ĕçленине те пĕлес килчĕ, çавăнпа унта кĕрсе тухмасăр ниепле те чăтаймарăмăр. Çĕнĕ, капмар пĕлÿ çуртĕнче 600 ача ăс пухать, кунта 16 ялтан вĕренме çÿреççĕ. Уроксем хыççăн та икĕ автобус хăйсен расписанийĕсемпе вĕренекенсене тĕрлĕ яла ăсатаççĕ.
Иртнĕ эрнере çанталăк ăшă та хĕвеллĕ тăчĕ – хăйсен черечĕ çитессе, автобус килессе кĕтсе чылайăшĕ урама тухнă. Шкул картишĕн- че вĕсене валли вăйă, спорт кĕтесĕ йĕркеленĕ. Шашка-шахматла выляма сĕтелне те ăсталанă, анчах «лашисемпе» «ладйисем» çукччĕ...
Уроксем хыççăн киле шкул автобусĕ-пе каякансенчен нумайăшĕ шкулти пĕр кружока та çÿремест иккен. Хăшĕ-пĕри шкулта мĕнлисем пуррине те калаймарĕ, кăсăкланман. «Кружока юлаймастпăр, шкул автобусне ĕлкĕрейместпĕр...» Шел те, кунта çеç мар, чылай çĕрте илтме тивнĕ ку сăмахсене. Ыттисенчен тăрса юлсан килелле çуран утасси хăратать ачасене.
Пултарулăха аталантарма пулăшакан кружоксем вĕренекенсене пачах илĕртмеççĕ теме çук – хăшĕ-пĕри «кивĕ е леш шкулти кружоксене» çÿренине пĕлтерчĕ – Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр малтанхи шкул çур-тĕнче вырнаçнăран çапла калаççĕ иккен.
Тăвайне Ишпуç ялĕнчен рейс автобусĕ-пе çÿрекен Елена Сорокина иртнĕ вĕренÿ çулĕнче унти шашка-шахмат, рисовани кружокĕсене, çыхма вĕренме çÿренĕ. «Кăçал хамăр шкулти чăвашла сценкăсем лартакан кружока та каясшăн-ха»,– сăпайлăн калаçрĕ 5-мĕш класра ăс пухаканскер.
Чÿкçырми ялне 7 урок хыççăн каякан автобуса кĕтме тухнă 6-мĕш класри Павел Муллин пĕлтĕр те, малтанхи çулсенче те тăван шкулĕнчи пĕр кружока та çÿремен иккен. «Киввине» шашка-шахматла выляма кайнă, çавна май киле çуран та уткаланă. «Кăçал уроксем ытларах, ĕлкĕ-рейместĕп те пуль», – хул пуççине çеç выляткаларĕ ним калама пĕлеймесĕр.
Хĕрсенчен чылайăшĕ ал ĕç, ташă, аэробика кружокĕсене çÿресшĕн. 6-мĕш класри Катя Горбунова та çĕлĕксем, пĕчĕк сумкăсем çыхма вĕренесшĕн. Физкультурăна юратакан хĕр пĕрчине волейбол секцийĕпе ташă кружокĕ те илĕртеççĕ.
Шкулти кружоксем юпа уйăхĕнчен кăна уçăлаççĕ пуль, çавăнпа нумайăшĕ вĕсем пирки хальлĕхе пĕлмест текен шухăш та пулчĕ. Çук иккен. Тăвай шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Надежда Михайлова пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем авăн уйăхĕнченех ачасене йышăнма пуçланă. Кружок ертсе пынăшăн хушса тÿлеме тăратнă списокра – пурĕ 29 (!) кружок. Вĕсенчен пĕрне те пулин çитсе килес- шĕнччĕ, ачасем мĕн ĕçленине курасшăнччĕ – май пулмарĕ. «Паян вĕрентекенсенчен чылайăшне çĕр улми пуçтарма янă, çавăнпа ытти учительсен вĕсен урокĕсене те ирттерме тивет. Ытти кун пулсан – тархасшăн, кайса кăтартаттăмăр», – терĕ Надежда Валентиновна.
Чунри хĕлхем – ăнăçу çăл куçĕ
Апла пулин те тăвайсене теприсем ыррăн ăмсанма та пултараççĕ. Шкулти кружоксем тивĕçтермесен Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра, Искусствăсен шкулне çул тытма пултараççĕ вĕсем. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кунта Ÿнер шкулĕ те уçăлмалла. Çут çанталăк панă пултарулăха аталантарма майĕ- сем çук мар, кăмăлу çеç пултăр. Паллах, музыка шкулне пурне те йышăнаймаççĕ. Çулленех пултарулăх конкурсĕ витĕр тухнă (малтанах юрра-кĕвве тытнине, туйнине тĕрĕслеççĕ) 20-шер ача илеççĕ.
– Хор, эстрада юррисен кружокĕсене çырăнас, пианино калама вĕренес текен уйрăмах йышлă, – тет Ирина Григорьева директор.
Ĕç укçи пысăк мар пулсан та хавхаланса ĕçлеççĕ кунти педагогсем. Унсăрăн ачасен чĕринче хĕлхем чĕртме çуккине пуринчен аван туяççĕ. Пултаруллисене Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссене илсе çÿресе çунат хушма пулăшаççĕ.
Музыка шкулне 4-мĕш çул çÿрекен Дима Лазарев та балалайка, гитара, фортепьяно калама вĕреннипе çеç çырлахмасть, тата пысăкрах ĕмĕтсемпе хавхаланать. Тутарстан Республикинчи Альбина Таймасовăна та артист пулас ĕмĕчĕ канăç памасть, 20 çухрăм хыçала хăварса эрнере икĕ хутчен Тăвайĕнчи Искусствăсен шкулне васкама хистет.
ЧР, Тăвай районĕ.