Яланах ачасемпе пĕрле
Тăрмăшри вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумне Л.Матросована тата вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен К.Иванована яланах ачасем хушшинче курма пулать. Людмила Ивановна вырăс чĕлхипе, литературипе пĕлÿ парать, Тăрмăшри вăтам шкулта 25 çул ĕçлет. Кристина Робертовнан ĕç стажĕ ултă çул кăна-ха. Аслă ĕçтешĕ пекех анлă тавракурăмлă вăл. Иккĕшĕн пĕрле сÿтсе явмалли, пурнăçламалли тĕллевсем сахал мар.
Сăн ÿкерчĕкре: Тăрмăшри вăтам шкулти директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Матросовапа вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен К.Иванова ачасемпе калаçу йĕркеленĕ самантра.
"Ял ĕçченĕ"