Уявсенче ытларах канăпăр
Çĕр-шыври Ĕç министерстви Çĕнĕ çул тата май уявĕсенче канмалли кунсем ытларах пуласса шантарать. Ноябрьти çураçулăх кунне паллă тунă чух 3 кун (3–5 числосем) кантараççĕ. Çĕнĕ çулпа çыхăннă уявра канмаллисем 10 куна тăсăлаççĕ: декабрĕн 30–31-мĕшĕсем тата январĕн 1–8-мĕшĕсем. Декабрĕн 29-мĕшĕ – ĕç кунĕ. Январĕн 5–6-мĕшĕсем шăмат кунпа вырсарни кун килнĕ май, çав кунсене майăн 2–3 мĕшĕсенче канмалла тăваççĕ. Май пуçламăшĕнче 5, Çĕнтерÿ кунĕсенче 4 кун канатпăр. Февралĕн 23-мĕшне те, шăмат кун пулнипе, майăн 10-мĕшне куçараççĕ. Çапла вара май уйăхĕнче 1–5 тата 9–12 числосем канмалли кунсем шутланĕç. Ял-хула çыннисемшĕн ку лайăх: шăпах дачăра, пахчара ĕçлемелли вăхăт.